Хыпар

13 Раштав, 2014

Республикăра регистрацилемен

Пирĕн подъездра пĕр вăхăтра тĕн ыйтăвĕсемпе пичетлесе кăларнă брошюрăсем купи-купипе хăваратчĕç, хваттерсене шаккаса çÿретчĕç, пурнăç пĕлтерĕшĕ пирки калаçу пуçарма хăтланатчĕç. "Иегова свидетелĕсем" общество членĕсем пулнă иккен. Халĕ те вĕсенчен хăш-пĕрне çын йышлă çÿрекен вырăнта, тĕслĕхрен, пасар кунĕсенче, курма пулать. Пĕррехинче тата Шупашкарта пĕр хĕрарăм ку темăпа калаçма пикенчĕ. Çак общество çинчен пĕлес килет.

А.ВАСИЛЬЕВА.

Куславкка районĕ.

13 Раштав, 2014

Çĕнĕ юрпа - çĕнĕ юрă

Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ 90 çула çитрĕ. Çавна май унăн пултарулăх ертÿçи, Раççей халăх артисчĕ Юрий Васильев журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕ.

13 Раштав, 2014

Энĕшпуçсем - хăрушсăрлăхшăн

Вут-кăварпа кĕрешекенсен постне йĕркеленĕренпе 85 çул çитрĕ

Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче пушар сÿнтерекенсен постне туса хунăранпа 85 çул çитрĕ. Çакна ялта анлăн та савăнăçлăн палăртрĕç.

Pages