«Хресчен сасси» 34 (2822) № 09.09.2020

9 Авăн, 2020

♦ Республикăри хуçалăхсенче вырма вĕçленсе пырать. Типĕ çанталăк аграрисене палăрмаллах пулăшрĕ, ĕç-хĕле хăвăртлатрĕ.
Малтанлăха палăртнă тăрăх, тухăç пысăк. Кăтарту 1992 çулхи шая çывхарать.
— Чăваш Енри аграрисен кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 290,2 пин гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле. Ку иртнĕ çулхинчен 20,7 пин гектар ытларах. Вырмана лайăх хатĕрленни, çанталăк типĕ тăни, техникăна çĕнетни ĕçе хăвăртлатать. Вырма пĕлтĕрхинчен лайăхрах пырать, — палăртнă ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов канашлура.
Сентябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх организацийĕсенче, пысăк фермер хуçалăхĕсенче 263,7 пин гектар çинчен пĕрчĕллĕ культурăсене вырса çапнă е палăртнин 90,8 проценчĕ /2019 çулта — 240 пин гектар е 89,2%/. Елчĕк районĕнче вырма вĕçленсе пырать. Ку тăрăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 99,5 процент таран пушаннă ĕнтĕ. Шăмăршă районĕнчи кăтарту — 99,8 процент. Асăннă вăхăт тĕлне пÿлмене 836,7 пин тонна «сарă ылтăн» кĕнĕ /2019 çулта — 26,2 центнер/. Ку енĕпе Елчĕксем малта — 80,4 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ. Малтисен йышĕнче çавăн пекех Канаш /66,8 пин тонна/, Çĕрпÿ /65,9 пин тонна/ районĕсем (Вырма вĕçленсе пырать)

♦ Колледжсемпе техникумсенче тата аслă шкулсенче те паян студентсемшĕн шăнкăрав янăрарĕ. Йышăну комиссийĕсем хăйсен ĕçĕсене вĕçлерĕç.
Вĕсен те кăçал пандемие пула ĕçе çĕнĕлле, урăхларах йĕркелеме тиврĕ. Маларах кайса паян çамрăксем мĕнле профессисене ытларах суйланине тишкерер. Мĕнле специалистсене ыйтать самана? 2018-2019 çулсенче Раççейри вузсенче информаци технологийĕ, юриспруденци, экономика тата финанс, маркетинг коммуникацийĕсем, медицина, журналистика, туризмпа хăнасене йышăнасси енĕпе вĕренекенсем йышлăн пулнă. Пĕтĕм тĕнчери паллă пĕр компани тĕнчери экономикăна анализ туса паянхи чи-чи актуаллă профессисене палăртнă. Тĕпчевпе килĕшÿллĕн, даннăйсен аналитикĕ пĕрремĕш вырăнта тăрать. Медицина специалисчĕсемпе физиотерапевтсем картлашкан иккĕмĕш пусмине йышăннă. Суту-илÿпе маркетинг специалисчĕсем — виççĕмĕш вырăнта. Унтан — клиент менеджерĕсем, предприятисен менеджменчĕн консультанчĕсем, программăпа тивĕçтерессипе ĕçлекенсем тата программистсем, ветеринарсем, дизайнерсем, вĕрентекенсемпе преподавательсем, репетиторсем, бухгалтерсемпе аудиторсем.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ кăçал çĕршыври мĕн пур университет пекех абитуриентсенчен документсене дистанци мелĕпе уйрăм çын кабинечĕ урлă йышăннă. Кашни абитуриентпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçма çуккипе вĕренÿ заведенийĕ йышăну комиссийĕн сайтне йĕркеленĕ. Çамрăксене унпа усă курма меллĕ пултăр тесе видеоинструкци вырнаçтарнă пулнă. Çавăн пекех «хĕрÿ лини» те ĕçленĕ. Вăл е ку ыйту сиксе тухсан унта шăнкăравласа консультаци илме, çавăн пекех специалист пулăшăвĕ кирлĕ хутсене тĕрĕс çырса тултарма май пулнă. Çавăн пекех видеоэкскурссисем факультетсен лабораторийĕсемпе тата аудиторийĕсемпе паллаштарнă. Кунта декансенчен илнĕ интервьюсене вырнаçтарнă.
Чăваш патшалăх аграри университечĕн йышăну комиссийĕн пресс-секретарĕ Надежда Алтынова пĕлтернĕ тăрăх, асăннă вузра та çамрăксенчен документсене дистанци мелĕпе йышăннă. Кăçал та кунта пĕлтĕрхи пекех пысăк конкурс пулнă. Паянхи çамрăксем ытларах инженерсем, ветеринарсем пуласшăн. «Ветеринарипе санитари экспертизи», «Агробизнес», «Çĕр йĕркелĕвĕ тата кадастр», «Агробизнесри техника тытăмĕ», «Декоративлă ÿсен-тăран ÿстересси тата фитодизайн» специальноçсене ытларах алла илесшĕн яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç. Шкулсенче аграри класĕсенче пĕлÿ илнисенчен чылайăшĕ ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем пулса тăнă.
(Çамрăксем ветеринар: инженер пуласшăн...)

♦ Раççей ял хуçалăх надзорĕ çулсерен апат- çимĕç пахалăхĕпе хăрушсăрлăх мониторингне ирттерет. Унсăр пуçне патшалăх ыйтăвне тивĕçтерсе апат-çимĕçе те тĕпчеççĕ.
Асăннă ведомство ĕçченĕсем предприятисемпе хуçалăхсене, лавкка-пасарсене тĕрĕсленĕ чухне выльăх-чĕрлĕх продукцийĕнчен пробăсем илеççĕ. Çакă чĕр чунсен организмĕнче, продукцире тата выльăх апатĕнче усă курма юраман сиенлĕ хутăшсем пуррине палăртассипе çыхăннă. Çакна палăртмалла: асăннă мониторинга хуçалăхсем, ача сачĕсем, шкулсем, социаллă ытти учрежденисем те хутшăнма пултараççĕ. Кăмăл пуррисен Раççей ял хуçалăх надзорĕн регионти управленине ыйтса çырмалла. Çакăншăн тÿлемелле мар. Управленире çулсерен эпизооти мониторингне те пурнăçлаççĕ. Выльăх чир-чĕрĕсене /хламидиоз, сальмонеллез, лептоспироз, инфекци ринотрахиечĕ, лейкоз, сыснан классика тата Африка чуми, бруцеллез, ящур, чума тата ыт.те/ тата кайăк-кĕшĕк амакĕсене вăхăтра палăртса тĕп тăвассипе çыхăннă ку ĕçсем. Пулă чирĕсенчен шар курасран та тимлĕх çухатмаççĕ. Çак тĕпчевсем кирлех. Мĕншĕн тесен республикăра пулă ĕрчетекен хуçалăх сахал мар. Вăрнар, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Улатăр, Пăрачкав, Комсомольски, Куславкка, Çĕрпÿ районĕсенчи хуçалăхсем ку енĕпе уйрăмах аталаннă. Сăмахран, Патăрьел районĕнче форель ĕрчетеççĕ. Ку пулăпа ĕçлеме çăмăл мар. Ăна таса та сивĕ шыв кирлĕ. Кÿлĕ-пĕвесенче вара карпсем тытаççĕ.
(Апат–çимĕç сиенлĕ мар–и?)

♦ Пурнăç çулĕ çав тери кукăр-макăр вăл. Пĕр тесессĕн, тикĕс курăнать çеç. Ăçта кăна илсе çитермест пулĕ? Тепĕр чухне чарăнса тăратăн та шухăша каятăн: ку е вăл ĕç ĕнер кăна пулса иртнĕ тейĕн. Красноармейски ялĕнче çур ĕмĕр ытла пурăнакан Николай Петров та кун пирки çаплах шухăшлать.
Николай Петров 1940 çулта Шăхасан /халĕ — Канаш/ районĕнчи Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ăна ку тăрăхра анлăн сарăлнă ята хунă. Икĕ пиччĕшĕпе аппăшĕ те утьăкка сиктерсе ÿстернĕ шăллĕне.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çăмăл мар тапхăр. Пурнăç Кольăна мĕн пĕчĕкрен алла çурла тытма хистенĕ. Тырă вырнă, кĕлте турттарнă, авăн çапнă. Выртмана та çÿренĕ. Юратнă лашин ятне те — Лена — паян кунччен манман Николай Петрович. Ачаран ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. «Вперед» колхозра вăл хутшăнман ĕç те юлман тейĕн. Çу кунĕсенче ферма кĕтĕвне кĕтнĕ. 900 пуçран тăракан сурăх кĕтĕвне те вĕсем, виçĕ шкул ачи, асăрхаса тăнă. Хĕлле вара чăх каяшĕ, кĕл пухнă.
Сакăр класс хыççăн Николай Петров Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçĕнчи кирпĕч заводĕнче ĕçлеме пуçланă. 9-мĕшне пĕтерсен вара «Мускав-Хусан» чукун çул çинчи Зеленодольск—Юдино—Васильево станцийĕсенче тăрăшнă: 12 метрлă рельссене 25 метрлисемпе улăштарнă, таварсем тиенĕ-пушатнă. Паллах, çав тапхăрта спортран та ютшăнман вĕри чĕреллĕ çамрăк. Рельссене улăштарнă чухнехи ĕç-пуç ÿт-пĕве çирĕплетнĕ ĕнтĕ.
Пĕр сăмахпа каласан, Ăвăспÿрт Кипечре мĕн пĕчĕкрен шанăç паракан каччă çитĕннĕ. Шкул сакки çинче ларнă чухнех ял хуçалăхне аталантарас шухăш канăç паман ăна. Шăпах ĕмĕчĕ йĕкĕте 1957 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн /халĕ аграри университечĕ/ зооинженери факультетне илсе çитернĕ. Вăл аван вĕреннĕ, отличник пулнă. 1962 çулта аслă шкултан «питĕ лайăх» паллăпа вĕренсе тухнă. Студент çулĕсенче унăн сăнне тăтăшах Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Кунта пĕлÿ илнĕ чухнех факультетăн комсомол бюровĕн членĕ, студентсен ăслăлăх обществин председателĕ пулнă. ССО ĕçне хутшăннă, 1958 çулта Петропавловск облаçĕнчи /çурçĕр Казахстан/ Ленин районĕнчи Амангельды ячĕллĕ совхозра студентсен отрядĕнче çĕнĕ çĕрсем уçас ĕçре тăрăшнă. Асăннă çулах ăна «Çĕнĕ çĕрсене уçнăшăн» паллăпа чыс тунă.
— Практикăра пулнă самантсем асăмран тухмаççĕ, — тет Николай Петрович иртнĕ вăхăта аса илнĕ май. — Акă 1959 çулта Çĕрпÿ районĕнчи ял хуçалăх сăнав станцийĕнче пĕлÿпе ĕç юнашар пулчĕç. Каярах «Приволжское» вĕрентÿ хуçалăхĕн Вăрăмтури ферма заведующийĕнче 6 уйăх тăрăшрăм. 1961 çулта вара Патăрьел районĕнчи «Гвардеец» колхозра çур çул ĕçлесе паха опыт пухрăм. Анат Туçари сĕт-çу фермин зоотехникĕнче тар тăкрăм, кунтах диплом ĕçĕ хатĕрлерĕм. Ĕнесен продуктивлăхне хăпартас тĕлĕшпе тĕрлĕ сăнавсем ирттернĕ. Белокпа витамин хутăшĕ ытларах пултăр тесе пăрçа çăнăхĕпе анлăн усă курнă унта. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе те хастар хутшăннă Н.Петров. Куккурусран паха силос хывассипе нумай вăй хунă. Ăна синтетикăллă мочевина /карбамид/, ятарлă кĕвелĕк, минерал тăварĕсем хушнă. Тĕрĕслев вара апат пахалăхĕ пысăккине кăтартса панă.
Алла диплом илсен йĕкĕт Чăваш ял хуçалăх институчĕн вĕрентÿ хуçалăхĕнче ăратлăха лайăхлатас енĕпе ĕçлекен аслă зоотехникра тăрăшнă. Студентсене республикăра ĕнесене «Елочка» машинăпа чи малтан сума вĕрентнĕ.
1962 çулхи октябрьтен пуçласа 1964 çулхи декабрьччен Николай Петров Чăваш патшалăх ял хуçалăх сăнав станцийĕн аслă сотрудникĕнче — выльăхчĕрлĕхе наука вĕрентнĕ пек тăрантармалли лаборатори пуçлăхĕнче вăй хунă. Каччă çак ĕçре çĕнĕ меслетсем шыранă. Тĕпченĕ, тăтăшах наукăри çĕнĕлĕхсемпе паллашнă, вĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшнă. Çав çулсенче шăпах Николай Петрович сĕнĕвĕпе тата пуçарăвĕпе тăван республикăра чи малтан çамрăк выльăхсене çитерме гидропоника меслечĕпе усă курса ешĕл калча ÿстерме, искусствăллă сĕт, гидролиз çĕпри хатĕрлеме тытăннă. Выльăхсен продукци пахалăхĕ те, хисепĕ те ÿссе пыни куçкĕрет. Тата унăн пуçарăвĕпе Чăваш Енре чи малтан сысна амисене искусствăллă майпа пĕтĕлентерме тытăннă.
Вĕри чĕре çитĕнÿсемпе лăпланса ларман. 1964 çулхи декабрьтен пуçласа 1968 çулччен вăл комсомол организацийĕсенче тăрăшнă. Çамрăксенче патриот туйăмĕ вăратнă. Çĕршыва усăллă пулма, унăн хăватне ÿстерме вĕрентнĕ, ырă ĕçсем тума хавхалантарнă. Ăвăспÿрт Кипеч каччи тăрăшнипех Çĕрпÿ райкомĕ çумĕнче çамрăксен «Бригантина» клубне уçнă. Унăн ĕçне республикăри пултарулăх çыннисем, артистсемпе поэтсем тата çыравçăсем хутшăннă.
1968 çулта ăна Красноармейски районне куçарнă. Районăн тĕп зоотехникĕ пулса тăнă вăл. Фермăсем ăратлă выльăхпа пуянланма пуçланă. Вăл тăрăшнипех районти хуçалăхсене Эстонирен, Мускав, Вологда, Ленинград тата Калининград облаçĕсенчен 1000 пуçа яхăн хура-ула ăратлă тына пăру, 450 пуç «пысăк, шурă эстонски» ăратлă сысна кÿрсе килнĕ. Пирĕн район выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе икĕ хутчен /1974, 1986 çулсенче/ Пĕтĕм Союзри социализмла ăмăртура çĕнтернĕ. 1989 çулта район кашни 100 гектар çĕр пуçне 124 центнер аш-какай, 420 центнер сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен 3200 килограмм ытла сĕт, кашни сурăхран 4,1 килограмм çăм илнĕ. Çаксем — республикăри чи лайăх кăтартусем. Маларах ку çитĕнÿсем пирки ĕмĕтленмен те.
Каярахпа Николай Петрова Шупашкара куçарнă. Вăл ЧР Ял хуçалăхĕпе апат- çимĕç министерствин производствăна интенсификацилес енĕпе ĕçлекен секторĕнче тăрăшнă. Опычĕ те самаях пуянланнă. Çулталăкранах ăна министерствăн выльăх-чĕрлĕх управленине ертсе пыма шаннă. 1992 çулхи январьте вара ял хуçалăхĕн хастар йĕркелÿçине хамăр района каялла чĕнсе илнĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — ял хуçалăх тата апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Çăмăл мар çак лава ултă çул туртса пынă. Ăнăçу чуна парса ĕçленинчен килни каламасăрах паллă ĕнтĕ
(Ĕçе чунпа парăннă)

♦ Элĕк районĕнчи Йăлкăш ялĕнче кун çути курнă Алиса Павловăна шăпа Питĕр хулине илсе çитернĕ. Чăваш хĕрĕ унта та çухалса кайман, хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, пултарулăхĕпе йăхташсене çеç мар, ытти наци çыннине те савăнтарать, тĕлĕнтерет.
Алиса çемьере пиллĕкмĕш ача пулса ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене ачаран ĕçе хăнăхтарнă. Аслисене кура хĕр пĕрчи те çăкăр хакне пĕлсе çитĕннĕ. Çакă вара малашлăхра çул уçнă.
Йăлкăшри 8 çул вĕренмелли шкул хыççăн Алиса район центрĕнчи пĕлÿ çуртĕнче ăс пухнă. Унта та тĕрлĕ енĕпе палăрнă вăл: спортра та, юрă-ташăра та, вĕренÿре те малтисен ретĕнче пулнă.
Алла аттестат илсен тантăшĕпе Ленинград облаçĕнчи Колпино хулине çул тытнă. Унта вĕсем крановщицамашинистка профессине алла илнĕ. Хĕр тантăшĕсем вĕсен пултарулăхĕнчен, хастарлăхĕнчен тĕлĕннĕ. Ара, ку професси ытларах арçынсемшĕн-çке. Мĕнех, вĕсем вара аптăраса каялла чакман.
Алиса Семеновна малтанах Колпинăри Ижорски заводĕнче хăйĕн специальноçĕпе тăрăшнă. Халĕ вара металлурги цехĕнче вăй хурать.
1984 çулта чăваш хĕрĕ вырăс каччипе Василий Шарпаевпа çемье чăмăртанă. Элĕк тăрăхне килсе чăваш туйĕ кĕрлеттернĕ. Питĕр хăнисем ун чухне чăваш юррикĕввине питĕ килĕштернине аса илчĕ Алиса.
Туслă çемьере каярахпа икĕ хĕр çуралнă. Вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Анчах аслă хĕрĕ вăхăтсăр вилни çемьешĕн тÿсме çук пысăк хуйхă пулнă. Чунне лăплантарма кил хуçи хĕрарăмĕ чăваш тĕрри тĕрлеме, кĕпе çĕлеме тытăннă. Çапла майпа хуйхи-суйхине сирнĕ. Чи малтанах ачасем валли чăваш, вырăс тата ытти наци тумне ăсталанă. Каярахпа аслисем валли çĕлеме, вĕсене тĕрĕпе илемлетме тытăннă. Çав вăхăтрах куравсене те хутшăннă. Унăн ĕçĕсем Мускаври паллă ÿнерçĕ-модельер Вячеслав Зайцев йĕркеленĕ куравсенче те малти вырăнсене йышăннă. Çакăншăн вăл ют çĕршыва кайса курма путевка çĕнсе илнĕ. Алиса Шарпаева хăйĕн ĕçĕсене тĕрлĕ регионти куравсене те тăратнă.
Ĕç ветеранĕ нихăçан та алă усса лармасть. Питĕрти «Парне» фольклор ансамбльне вунă çул ытла çÿрет. Унăн кĕмĕл сасси çавăн пекех «Иван тата Алиса» дуэтра янăрать.
Ку ансамбль, дуэт Питĕр хулинче çитмен вырăн çуках. Алиса Семеновна юрланисĕр пуçне купăс калама та ăста. Аллине хут купăс тытсан чăваш халăх юррисене янăраттарать çеç. Вăл ăсталанă хушпу-тухьяна вара чăвашсем çеç мар, ытти наци çыннисем те тĕлĕнсе сăнаççĕ, тытса пăхаççĕ. Унăн пултарулăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеççĕ. Пушă вăхăтра чăваш хĕрарăмĕ пахчара ĕçлеме кăмăллать. Унăн дачинче мĕнле кăна чечек, пахча çимĕç ÿсмест-ши?! Вĕсенчен тĕрлĕ çимĕç хатĕрлеме те ăста вăл.
(Ăста çăкăрсăр лармасть)

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.