Хресчен сасси

18 Çĕртме, 2014

Пĕчĕк ялăн пысăк уявĕ

Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш ял тăрăхĕн (ертÿçи - Татьяна Семеновна Леонтьева) пурнăçĕ çав тери пуян. Çу уйăхĕн вĕçĕнче Пупăлькасси ял уявне ирттерсе пысăк ĕç турĕç.

18 Çĕртме, 2014

Ыр кăмăлпа юрлать тăван

Çак çемьене пĕр-пĕринпе юрă туслаштарнă. Ашшĕпе амăшĕ Евгения Васильевнăпа Николай Васильевич Абрамовсем юрра-ташша ăста пулнă. Иккĕшĕ те купăс каланă. Вĕсене ял çынни пĕр туйран та хăварман. Хисеплесе туй пуçĕсем, хăйматлăхсем тунă. Ашшĕ-амăшне кура ачисем те юрăпа, купăс сассипе çитĕннĕ. Çавăнпа паян вĕсемсĕр пурăнаймаççĕ. Пĕр ушкăна чăмăртанса «Кăмăл» ансамбль йĕркеленĕ Абрамовсем, Кудряшовсем, Ивановсем...

Ватти те, вĕтти те

11 Çĕртме, 2014

Çырла пиçсен

Çырла - тутлă та усăллă. Çырла вăхăтĕнче унпа усă курса юлмалла. Çу вăхăтĕнче 10 кило çырла çисе юлсан хĕлле чирлеместĕн теççĕ. Юн пусăмĕ ÿснипе аптракансен çакна уйрăмах шута илмелле.

10 Çĕртме, 2014

Купăстасăр яшка шĕвĕ

"Фермер мар, чăвашла каласан хресчен Сантăрĕ пулатăп эпĕ. Япалана хăйĕн ячĕпе каламалла. Фермерсем вĕсем Германире, Америкăра, Голландире...", - çийĕнчех тÿрлетрĕ мана уйĕ-уйĕпе купăста лартакан Александр Васильевич Артемьев.

Pages