Хресчен сасси

29 Юпа, 2014

Хĕр туприне пула - фермер хуçалăхĕ

Пылчăклă çулпа машина йывăррăн пырать. Урапасем тарăн лупашкана лексен тÿнсе каяссăнах туйăнать. Урам хĕрринчи пĕчĕк йывăç çурт умне çитсен хашах сывласа ятăмăр. «Каялла мĕнле тухса пĕтмелле-ши?» - пăшăрхантăмăр юрлă çумăр чарăнми çунине кура.

29 Юпа, 2014

Чăваш депутачĕсем - хресченшĕн

Чăваш Енри Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Раççей правительствин ертÿçи Дмитрий Медведев тата Патшалăх Думин председателĕ Сергей Нарышкин патне çырупа тухнă. Чăваш парламентарийĕсем хресченсене пулăшасшăн.

Хальхи тапхăрта Патшалăх Думинче ял хуçалăхне аталантарасси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртме проект хатĕрлеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн, кредит процентне саплаштарма паракан субсиди хуçалăхăн счечĕ çине мар, банка куçĕ. Хуçалăх ертÿçи е фермер кредитăн тĕп парăмне тата процентăн юлнă суммине /ăна патшалăх саплаштармасть/ кăна тÿлĕ.

29 Юпа, 2014

Трактор кустăрми пурнăçа пĕтермĕ-и?

Республикăри тĕрлĕ харпăрлăхлă ял хуçалăх предприятийĕсенче 5888 трактор /ку шута вĕсен прицепĕ те кĕрет/, комбайн шутланать. Уйрăм çынсен хуçалăхĕнче вĕсем - 12010 единица.

29 Юпа, 2014

Ватлăх куçран пăхсан

Çамрăк, вăй-хал пур чух тем туса ĕлкĕрессĕн туйăнать. Шел, ĕмĕр кĕске. Çамрăклăх юхан шыв пек кĕрлесе иртсе кайнине, ватлăх куçран пăхма тытăннине сиссе те юлаймастăн. Çулсем иртнĕ май кашниех çемйипе шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнма, канлĕ ватлăх пирки ĕмĕтленет.

Pages