Хресчен сасси

17 Раштав, 2014

Кадастр хакне кура

Пурлăхран илекен налук регион налукĕсен шутне кĕрет тата регион бюджечĕсен шанчăклă тупăш çăлкуçĕ шутланать. Кадастр хакне шута илсе куçман пурлăх объекчĕсене налук хумалли йĕрке РФ Налук кодексĕн 30-мĕш сыпăкĕпе йĕркеленет.

Аса илтеретпĕр, 2013 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче «РФ Налук кодексĕн 12-мĕш статйин пĕрремĕш пайне тата 30-мĕш сыпăкăн иккĕмĕш пайне улшăнусем кĕртесси çинчен» федераци саккунне алă пуснă. Чăваш Енре çак саккун паян еплерех ĕçлет-ха?

17 Раштав, 2014

«Чирлеттерекенни» сахаллантăр

Пĕр çыннăн - пĕр шухăш, çĕр çыннăн - çĕр шухăш. Кашнин шухăшне пĕлме, хăйĕннипе танлаштарса хак пама кирлех-ши ял тăрăхĕн пуçлăхне? "Кирлĕ. Маншăн çакă пĕлтерĕшлĕ", - çирĕплетет Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ял тăрăхне ертсе пыракан Анатолий Аркадьевич Мясников.

17 Раштав, 2014

Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать

Вăрман хĕрринчи хÿтĕре сурăхсемпе ĕне кĕтĕвĕ çÿрет. «Хĕл енне те кĕтÿçсем ĕçсĕр ларасшăн мар иккен», - шухăшласа илтĕм эпĕ. Вĕсем патне çывхарнă май хам йăнăшнине ăнланса илтĕм. Кашниех хăйĕн выльăх-чĕрлĕхне пăхать-мĕн. Касу вара тахçанах çÿреме пăрахнă.

17 Раштав, 2014

Юрий Мясников: «Пурăнас тени - ĕçлес тени»

- Ĕçлесен ялта та питĕ лайăх пурăнма пулать. Шалупа вăхăтра тивĕçтеретпĕр. Утă-улăм, тĕш тырă кирлĕ-и? Тархасшăн. Выльăх тытма, какай туса илме никам та кансĕрлемест. Сысна илсе ÿстерес тесен пасара та кайма кирлĕ мар. Вырăнтах пур. Кăçал 11 уйăхра 1079 çура илтĕмĕр. Кашни тĕп амаран - 29 пуç.

Pages