Хресчен сасси

14 Кăрлач, 2015

Çăкăр пулсан...

Çĕнĕ çул умĕн Патшалăх Думин аграри комитечĕ ялти пурнăçа аталантармалли çĕнĕ майсене сÿтсе явнă. Комитет пуçлăхĕн çумĕн Сергей Доронинăн шухăшĕпе ялхуçалăхĕнче хамăр патри ?çĕршыври% технологисене пурнăçа кĕртсен ÿсĕмсем тума пулать. Вĕсен шутĕнче - тĕп-тĕрĕс çĕр ĕç мелĕпе, геонавигаци системипе, спутник карттисемпе, удобрени мĕн чухлĕ кирлине палăртнă тата выльăхăн, ÿсен-тăранăн ген тытăмне тĕпченĕ чухне компьютер программисемпе, биоэнергетикăпа усă курни.

14 Кăрлач, 2015

Çĕр - пурнăç никĕсĕ

Çын сăмахĕпе мар, ĕçĕпе пултарулăхне кăтартса патăр.

Тăвай районĕнчи Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Петр Николаевич Николаев нумай калаçма юратмасть. Ĕçре ăна çитекен çук. Ленин ячĕллĕ хуçалăхра çуркунне ака-суха пуçлама яланах çак хисеплĕ çынна шанаççĕ. «Алли çăмăл, унăн хыççăн ĕç кал-кал пырать», - теççĕ хуçалăх ĕçченĕсем.

14 Кăрлач, 2015

«Сăваплă вутпала пурнаттăм...»

«Шăнкăрав курăкĕ» юрра пĕлмен чăваш çуках. Миçе ăру юратса шăрантарнă ăна. Хальхи çамрăксем те кăмăллаççĕ. Юратнă юррăн ĕмĕрĕ вăрăм килчĕ. Шел те, унăн авторĕн кун-çулĕ вара кĕске пулчĕ. Вениамин Пехил ?Кондратьев% сăвăç аллă çула çитеймесĕрех çĕре кĕчĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçалхи январĕн иккĕмĕшĕнче 60 çул тултаратчĕ.

Вениамин Васильевич 1955 çулта Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çуралнă. Вăл сăмах ытарлăхне ачаранах туйнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем çырнă. Малтанхи хайлавĕсем «Ял пурнăçĕ» тата «Пионер сасси» хаçатсенче кун çути курнă.

31 Раштав, 2014

«Хресчен сасси» 101 /2513/ №, 31.12.2014

Уяв умĕн - Раштав ярмăркки. Çĕнĕ çул умĕн Шупашкарта тата республикăн ытти хулинче Раштав ярмăрккисем ĕçлеме пуçларĕç.

Çитрĕ кĕтнĕ кун. Кăçал республикăра 15 садик уçăлнă.

31 Раштав, 2014

Уяв умĕн - Раштав ярмăркки

Çĕнĕ çул умĕн Шупашкарта тата республикăн ытти хулинче Раштав ярмăрккисем ĕçлеме пуçларĕç. Сăмах май, кĕркунне ялхуçалăх апат-çимĕçне сутас тĕлĕшпе «Кĕр парни» иртнĕччĕ. Унта çĕр ĕçченĕсем 2 пин тонна çĕрулмипе пахча çимĕç сутса 27,6 млн тенкĕ тупăш турĕç.

Çакнашкал ярмăрккăсене предприяти-организацисĕр пуçне килти хушма хуçалăхра вăй хуракан та хутшăнма пултарать. Экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçе хула çыннине хăех сутать.

Pages