Хресчен сасси

21 Кăрлач, 2015

Çимĕçсĕр юлмăпăр «Таканари шыв пек»

Апат-çимĕç таварĕсем виçесĕр хакланса каясран Чăваш Ен правительстви лару-тăрăва асăрхасах тăрать, ăна тишкерсе мерăсем йышăнать. Çапах хаксем пăхăнасшăн мар. Акă пахчаçимĕç, çĕрулми килограмĕ 30 тенкĕрен те иртсе кайнă. Мĕнрен килет çакă? Элĕк районĕнчи Сергей Волков фермер патне çитрĕмĕр.

16 Кăрлач, 2015

«Хресчен сасси» 2 /2515/ №, 16.01.2015

Амăшĕн сĕчĕ çитмесен. Сысна çурисене амăшĕн сĕчĕ çитнипе çитменнине мĕнле пĕлмелле? Ĕне сĕтне пама юрать-и вĕсене?

Кролик тытсан. Кролик тытатăп. Çемьене аш-какайпа тивĕçтернисĕр пуçне пахчана навуспа тивĕçтерме те май парать вăл.

Пухăнса пыни - тăванĕсене. Пенсин пухăнса пыракан пайне иличчен çын вилсен çав укçана чи çывăх тăванĕ /правопреемник/ илме пултарать.

Пенсие - çĕнĕлле. Çĕнĕ çултан пенсие çĕнĕлле шутлас йĕрке пурнăçа кĕчĕ.

Чăваш кăларăмĕсене курас килет. Хальхи вăхăтра нумай канал пăхассишĕн «турилккесем» лартса тултартăмăр та Чăваш каналĕ кăтартмасть. Мĕншĕн кăтартмасть тата хăçан кăтартма пуçлĕ?

 

 

 

16 Кăрлач, 2015

Амăшĕн сĕчĕ çитмесен

Сысна çурисене амăшĕн сĕчĕ çитнипе çитменнине мĕнле пĕлмелле? Ĕне сĕтне пама юрать-и вĕсене?

Людмила Иванова. Етĕрне районĕ.

Ама сĕтлĕ пулсан çурасем питĕ хăвăрт ÿсеççĕ. Вĕсем чĕрĕ те хастар курăнаççĕ, аякĕсем çаврака, çăмĕ кĕске те таса, йăлтăркка та çемçе пулать. Кун пек чухне çурасене ĕне сĕтне каярах, икĕ эрне хыççăн хушса пама юрать. Çак вăхăт тĕлне вĕсем уйрăм валашкана хурса панă комбикорма та тутанса пăхма тытăнаççĕ. Сăмах май, çурасене апат памалли валашкана çитĕннисенчен хÿтĕленсе пÿлсе памалла.

16 Кăрлач, 2015

Кролик тытсан

Кролик тытатăп. Çемьене аш-какайпа тивĕçтернисĕр пуçне пахчана навуспа тивĕçтерме те май парать вăл. Кролик навусĕпе компост тăватăп. Ăна тăвасси питĕ ансат. Читлĕхпе юнашар хăмаран икĕ ешчĕк туса /1,0 х 2,0 х 1,1 м/ унта навуса пухса пыратăп. 12-15 кунра пуçтарăннă навус сийне суперфосфатпа, кĕлпе тата çĕре тăкăннă çулçăпа сапатăп. Вăл 50-60 см çÿллĕшне çитсен унта 5-6 шăтăк туса хăвăртрах çĕрсе çитме шыв яратăп. 75-80 см çÿллĕшне çитсен çакнах тата икĕ хут тăватăп. Компоста кăпкалатса çавăрса пăрахмастăп. 3-3,5 уйăхран компост хатĕр. Çав тери паха удобрени туса илетĕп.

16 Кăрлач, 2015

Пухăнса пыни - тăванĕсене

Пенсин пухăнса пыракан пайне иличчен çын вилсен çав укçана чи çывăх тăванĕ /правопреемник/ илме пултарать. 2014 çулта пирĕн республикăра вилнĕ çынсен тăванĕсене ?1,8 пин çынна% 24 млн тенкĕ тÿленĕ.

Вăтамран 13 пин тенкĕ тÿленĕ, чи пысăк виçе 353 пин тенкĕпе танлашнă. Пĕтĕмпе вара 2008 çултанпа пурнăçран уйрăлса кайнисен тăванĕсене 86 млн тенкĕ куçарса панă.

Pages