Хресчен сасси

4 Нарăс, 2015

Халăх хавалĕ - хĕвел вăй-халĕ

Канаш районĕнчи Пайкилт ял тăрăхĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах улшăннă. Хăш-пĕр çĕрте ялсем пушанса пынине пăшăрханса пĕлтереççĕ пулсан кунта пач урăхла. Виçĕ ялта - Пайкилт, Çĕнĕ Мами, Тăрăн - пурнăç вĕресе тăрать. Кашнинчех çĕнĕ урамсем хушăннă. Чаплă çурт-йĕр, кайăк-кĕшĕк вĕçсе каçайми хуралтăсем...

4 Нарăс, 2015

Çул - хăрушă вырăн

Çул - хальхи пурнăçра чи хăрушă вырăн. "Манăн машина çук, мĕн шикленмелле?" - тесе алă сулмалла мар. Çуран-и эсĕ е транспортпа-и - асăрханулăха çухатсан инкеке лекесси куçкĕрет. Пĕлтĕр çуран çула тухнă миçе çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнине пĕлетĕр-и? Çук пулсан аса илтеретпĕр.

Машина çуран çын çине пырса кĕнипе республикăра 606 инкек пулнă. Вĕсенче 74 çын çут тĕнчепе ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă. 559-ăшĕ аманнă.

242 транспорт хатĕрĕ çул çинче тÿннине пула 32 çын пурнăçран уйрăлнă, 320-ĕшĕ суранланнă.

4 Нарăс, 2015

Юратнă ĕçĕ те, чечекĕ те, йывăçĕ те çумра

Унăн чечекĕсем /тĕрĕсрех, вĕсен тымарĕ/, хурлăхан, крыжовник, слива йывăçĕсем халĕ шурă юр пĕркенчĕкĕ айĕнче канаççĕ. Ĕç пÿлĕмĕнчи чÿречерен ферма заведующийĕ вĕсен еннелле пăхать те тути йăл кулать. Ахăртнех, çуллахи илеме аса илет хĕрарăм.

4 Нарăс, 2015

Лавккасене тĕрĕсленĕ

РФ Тĕп прокурорĕ Ю.Чайка хушăвне пурнăçласа ЧР Прокуратури Чăваш Енри суту-илÿ ĕç-хĕлне йĕркелекен патшалăх влаç органĕсемпе, федерацин потребитель прависене тата çын ырлăхне хÿтĕлекен надзор службин Чăваш Республикинчи управленийĕпе тата федерацин ветеринарипе фитосанитари надзор службин Чăваш Республикинчи территори управленийĕпе пĕрле апат-çимĕç рынокĕсенче, суту-илÿ тытăмĕнчи пысăк лавккасенче хаксен йĕркеленĕвне тĕрĕсленĕ. Çавна май тĕрĕслевçĕсем чи кирлĕ апат-çимĕç сутакан 258 вырăна çитсе курнă.

4 Нарăс, 2015

Ăшă сăмах эмелрен хаклăрах

Яла - çамрăксене

Аслă пĕлÿллĕ яш-кĕрĕме тăван тăрăхрах тымар яма условисем çителĕклĕ темелле. Хулана тухса кĕме ĕлĕкхи пек нушаллă мар, такăр çулпа вĕçĕмсĕр техника чупать. Ялсене тахçанах газ, шыв çитнĕ. Пÿртре кранран вĕри, сивĕ шыв юхать. Мĕнрен кая хуларинчен? Анчах çамрăксене илĕртмест ку, диплом илнĕ хыççăн хуларах юлма тăрăшаççĕ. Çавăнпах ялта кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Çакă медицинăра та сисĕнет.

Pages