Хресчен сасси

29 Ака, 2015

Григорий Моклаков: «Юрăпа эп пурнăçа юратрăм...»

Григорий Васильевич Моклаков - композитор, баянист, Чăваш Республикин Композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче чăваш тĕнчинче унăн ятне пĕлмен-илтмен çын та пулман пулĕ. Уйрăмах Василий Алентей сăввипе вăл кĕвĕленĕ "Лена партизанка" юрă тăтăшах янăратчĕ.

29 Ака, 2015

Манăн пичче - танкист

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кашни çемьеренех хутшăннă. Манăн пичче те тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă. Вăрçăран таврăнсан вут-çулăм витĕр утса тухнă кун-çулне час-часах асаилетчĕ.

Леонид Михайлович Михайлов 1925 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче Калинин районĕнчи /халĕ - Вăрнар/ Уйкас Явăшра çуралса ÿснĕ. Çичĕ класс пĕтерсен колхозра вăй хунă.

Хаяр вăрçă пуçлансан ялти каччăсем, арçынсем фронта тухса кайнă. Вăйпитти çын юлманнипе 1942 çулта пиччене, 17 çулти йĕкĕте, бригадира суйланă. Çулталăкран ăна та вăрçа кайма повестка çитнĕ.

29 Ака, 2015

Çĕнтерÿ калчисем ешерччĕр

"ЭКА" экологи организацийĕн регионти уйрăмĕ ырă ĕç пуçарса янă. Уйрăмах çак обществăлла организацин Çĕмĕрлери штабне мухтамалла. Вăл хулари 3-мĕш шкулта вĕренекенсене "Çĕнтерÿ калчисем" /"Ростки Победы"/ акцие хастар явăçтарнă, пĕр ача та айккинче юлман темелле.

29 Ака, 2015

Шаннă йăвара кайăк пулĕ-ши?

Патăрьел районĕнчи Турханта пурăнакан Эльвира Бузакина пĕчченех пилĕк ача çитĕнтерет, çав шутра виççĕшĕ - çула çитменскерсем. Тăрăшуллăскер малтанах колхозра поварта, çĕвĕçре, уборщицăра ĕçленĕ. Халĕ вара ял халăхне хаçат-журналпа тивĕçтерет. «Хамăн ĕçе питĕ юрататăп, - терĕ вăл кăмăллăн. - Ара, мана чÿречерен пăхса кĕтсе илеççĕ-çке. Эппин, эпĕ кама та пулин кирлех».

Pages