Хресчен сасси

17 Утă, 2015

Шĕкĕрен мĕнле хăтăлмалла?

Хисеплĕ «Хресчен сасси»! Сирĕнтен пулăшу ыйтса çыратăп. Пÿрт пĕренисене шĕкĕ ернĕ, кăшлать кăна. Унран мĕнле хăпмалла?

Алина Петрова.
Çĕмĕрле районĕ,
Çĕмĕрле ялĕ.

Шĕкĕ йывăç çурт-йĕре пушар пекех пысăк сиен кÿрет. Çавăнпа ăна упрама мĕнпур мелпе усă курмалла: йывăçа типĕтмелле, антисептикпа, антипренпа сăтăрмалла.

17 Утă, 2015

Вăрмар районĕн пултаруллă ывăлĕ

Николай Прокопьевич Иванов-Пархатар тесен ăна Вăрмар районĕнче, Канашпа Тăвай таврашĕнчи чылай ялсенче пĕлмен çын çук.

10 Утă, 2015

Паха сĕтшĕн - тивĕçлĕ тÿлев

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе, вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе, тÿлесе татăлмалли тухăçлă тытăма кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен туса хума хушнă.

Йÿнĕпе туянаççĕ, хаклăпа сутаççĕ

10 Утă, 2015

Аллинче вĕт шăрçа вылять

Надежда Васильевна Виталий Игнатьевичăн иккĕмĕш мăшăрĕ пулнине ялта пĕлмеççĕ мар. Малтанхи арăмĕ виççĕмĕш ачине çуратсанах çĕре кĕнĕ. Пепкене Надежда Васильевнăпа Виталий Игнатьевич пĕрле пăхса ÿстернĕ. Çак ырă чунлă, çав тери ĕçчен, тарават та вашават хĕрарăм алли вĕтĕ шăрçана чун парать.

Pages