Хресчен сасси

24 Утă, 2015

Вăкăрпа йывăç турттарнă

Мария Авдеева Канаш районĕнчи Кайăкьялĕнче пилĕк ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Марье шăллĕ, Энтри, пилĕк çултах суккăрланнă. Ялта тĕшмĕше ĕненекенсем ăна тухатнă тесе те калаçкаланă. «Атте тĕп килтен уйрăлса тухсан çулталăкран çĕре кĕчĕ. Эпĕ ун чухне тăхăр çулта пулнă. Çурт-йĕр çавăрсан виçĕ çултанах çунса кайрăмăр.

24 Утă, 2015

Хăма кăмпинчен тасалма

Тĕпсакайĕнче хăмасем кăвакăшса кăмпаланчĕç. Мĕн тумалла-ши?

Нина Манеева. Канаш районĕ.

Тĕпсакай - хушма хуçалăхра туса илнĕ пахчаçимĕçе, тулли банкăсене упрамалли чи меллĕ вырăн. Ăна çулталăкра пĕр хут лайăх тасатса типĕтмелле. Унсăрăн кăвакăш, пăнтăх кăмпи вăй илет, пахчаçимĕç те хăвăрт çĕрĕшет.

Тĕпсакайне тасатса типĕтмелли вăхăт - июль уйăхĕ.

Кивĕ япаласене, юлнă пахчаçимĕçе кăлармалла.

Тĕпсакайне çÿпĕ-çапăран лайăх тасатмалла. Хăйăра та тăпра таранах пуçтарса илмелле.

24 Утă, 2015

Тухăçлă помидор

Фитофтор - помидорăн анлă сарăлнă, хăрушă чирĕ. Тепĕр майлă - ăна «ÿсен-тăрана çиекен» теççĕ. Енчен томат чирлесен çулçисем хăмăрланса çĕрме тытăнаççĕ. Унтан чир тунипе çимĕçне куçать. Помидор аври 2-3 кунранах пĕтет. Чир çумăрлă çу кунĕсенче уйрăмах пысăк сăтăр кÿрет. Помидора вăхăтра сиплеме тытăнсан нимĕн те хăратаймĕ.

Ăсчахсем палăртнă тăрăх - çĕрулмипе томат чирне пуçараканĕ кăмпа мар, оомицет текен микроорганизм. Ăна темиçе çул каялла тупса палăртнă. Фитофтороз та çак ушкăнах кĕрет. Вăл конидипе ?куçман спора% сарăлать. Çил, çумăр ăна аталанма пулăшать кăна.

24 Утă, 2015

Вăрçă ахрăмĕ

Пахра юханшыв çинчен Аркадий Никитин илтменччĕ те, пĕлменччĕ те. Вăрçă пуçлансан темиçе эрнерен çав юханшыв хĕрринчи Подольск хулинче Шупашкар каччи артиллери училищин курсанчĕ пулса тăчĕ. Ку училищĕре чăвашсем самайăн. Вĕсем пехота училищинче татах та йышлăрах. Вĕреннĕ хушăра Аркадий чылай курсантпа паллашрĕ.

Pages