Хресчен сасси

18 Авăн, 2015

Çиччĕ виçсе пĕрре касмалла

Кĕрхи кун кĕске. Вăрнар тăрăхне çитнĕ тĕле таврана каç сăнĕ çапрĕ. Анлă уй-хирте çав-çавах техника кĕрлерĕ. Виçĕ «Гримми» комбайн пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕн çĕрулми кăларчĕç. Вĕсене хĕвел вăрман хыçне пытанни, тавралăх тĕттĕмленни хăратмарĕ, чăрмантармарĕ тейĕн. Хăватлă прожекторсем умри çула çутатрĕç. Александр Федоров, Борис Шариков, Дмитрий Михайлов механизаторсем çулсеренех «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарса кĕртме хутшăнаççĕ. Ĕçре пуян опыт пухнă çынсемшĕн сĕм тĕттĕм те чăрмав мар.

Тăкака саплаштарать

18 Авăн, 2015

Абхази чăвашĕ

Етĕрне районĕнчи Пăчанар çыннине Юрий Петрович Кириллова, ахăртнех, Абхази чăвашĕ темелле. Пицунда хулинче пурăнаканскер тăван ялне манмасть, кил-çуртне пăрахмасть, юхăнтармасть. Халĕ вăл 76-ра, анчах абхазран пĕртте юласшăн мар. "Вăл 145 çул пурăнать.

18 Авăн, 2015

Пахчари каюра, çĕр йĕкехÿри

Кăçал пахчара, уй-хирте каюрапа çĕр йĕкехÿри алхассах кайрĕç. Пĕчĕк çиларманĕпе, пушă тимĕр банкăпа хăратма пулать тенине илтрĕм. Туса пăхрăм, пулăшни сисĕнмерĕ. Вĕсенчен хăпмалли халăх мелĕ пур-ши?

Николай Никифоров.

Вăрмар районĕ,

Урнар ялĕ.

Ку ыйтăва хаçатра /«Хресчен сасси» 48, 56 №№/ хускатнăччĕ ĕнтĕ. Халĕ ытти мелпе паллаштарар.

18 Авăн, 2015

Хресченрен кулак тăвар мар

Нумаях пулмасть Раççей Правительствин премьерĕ Дмитрий Медведев Ялхуçалăх, Экономика аталанăвĕн тата Финанс министерствисене килти хушма хуçалăхра çитĕнтерекен выльăхпа кайăк-кĕшĕк пуçне чакарассипе çыхăннă ыйтăва татса пама хушнă.

Ку ĕçе уйăх çурăра пурнăçламалла.

Кĕпĕрнаттăрсен пуçарăвĕ

Pages