Хресчен сасси

9 Юпа, 2015

Кĕрхи пуян – хĕл ăшши

«Хресченĕн икĕ хуйхă: пĕрремĕшĕ - пысăк тухăçа сутайманни, иккĕмĕшĕ - тухăç пĕчĕккипе тупăш илейменни, - терĕ Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирма ертÿçи Роберт Игнатьевич Петров. - Пирĕн те çаплах».

Инкек çине синкек

9 Юпа, 2015

«Хресчен пурнăçĕ йывăр, анчах пуç усмастпăр»

Пĕр-пĕрне ăнланса, яваплăха туйса ĕçлекен специалистсен ушкăнĕ пулмасан ялхуçалăх предприятийĕн шăпи "тĕтреллĕ". "Çакна ĕнентерекен тĕслĕхсем хамăр таврара та сахал мар", - тет Вăрнар районĕнчи "Янгорчино" ЯХПК ертÿçи Геннадий Васильевич Романов. Çамрăк инженера халăх хуçалăх лавне вăхăтра туртса пыма шанман пулсан, тен, "Янгорчино" пирки те паян çавнах калама тÿр килетчĕ. Кашнинченех чăн хуçа пиçеймест. Геннадий Васильевич хуçалăха çĕршыв экономики йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ тапхăрта ?1993 çулта% ертсе пыма тытăннă. Çăмăл килмен, малтанах шикленни те пулнă-тăр.

9 Юпа, 2015

Пуймасан та выçă лармăн

"Çĕр çинче ĕçлесе пуяйăн-и вара?" - ман ыйтăва ыйтупа хуравларĕ Муркаш районĕнчи Катькасри Михаил Мольков фермер. Хăйĕн ĕç-пуçĕ çинчен хавхаланса каласа кăтартасса кĕтнĕччĕ çамрăкран. "Пуйтармасан та çĕр выçă лартмасть пулĕ. Ют çыншăн мар, хăвăншăн ĕçлетĕн вĕт", - çавах чĕрре кĕме хăтлантăм эпĕ. "Выçă лармастпăр ĕнтĕ. Тыткаламалăх алла укçа кĕрет, пурнăçа сыпăнтармалăх çитет", - тинех калаçăвăн тикĕс çулĕ çине тухрăмăр иксĕмĕр.

9 Юпа, 2015

Ылтăн нихăçан та тутăхмасть

Геннадий Алексеевич Уткин «Хресчен сасси» хаçатра ĕçлеме пăрахнăранпа çирĕм çул ытла иртрĕ. Сахал вăхăт мар ку. Апла пулин те вулакансем унăн чылай материалне лайăх астăваççĕ. Хаçатăн кашни номерĕнче тенĕ пекех ку е вăл темăпа тишкерÿллĕ статьясем пичетлетчĕ.

9 Юпа, 2015

Тимлĕ этем тимĕр татнă

Тăван хуçалăхра тимĕрçĕре ĕçленĕ тапхăра паянхи пекех асра тытать Элĕк районĕнчи Вутлан ялĕнче пурăнакан Николай Гаврилов. Ир пуçласа каçчен машинăпа трактор паркĕнче вăл. Тракторисчĕ те, водителĕ те кашни кун ун патне пыратчĕ: пĕрне пĕр детале кирлĕ шая çитерсе, теприне авнă тимĕре тÿрлетсе памалла... Вăйпитти арçын пурин ыйтăвне те вăхăтра тивĕçтерме тăрăшатчĕ: ара, ĕç тăрать-çке, çавăнпа вăраха тăсма юрамасть. Кашниех ĕçшĕн ăна тав сăмахĕсем каласа тухса каятчĕ. Ăсталăхĕ пурахчĕ Николайăн. Ятарлă пÿлĕмре тимĕре кăмакара хĕртетчĕ те хыççăн алла мăлатук тытатчĕ.

Pages