Хресчен сасси

16 Юпа, 2015

Кунçул вучахне сÿнтермен

Качча кайнă чух хĕрĕсене вăл ылтăн-кĕмĕл мар, кил хуçалăхĕ ăнтăр тесе пĕрер пăру парнеленĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче вара унăн виçĕ çурт лартма тивнĕ. Стройка тени халĕ те пĕтме пĕлмест. Пилĕк ачишĕн чун ыратать.

16 Юпа, 2015

Утан сукмак якалнă

Вăтам пÿллĕ, тăпăл-тăпăлскер аслă çулпа васкаса утать. Пĕр уйран теприне çитме çулĕ çывăх мар. Анчах Маргарита Иванова хăнăхнă ĕнтĕ, ĕмĕр тăршшĕпех агрономра ĕçлекенскер уй-хир тăрăх сахал мар утнă-чупнă. «Куçне çыхсан та çухалса каймĕ», - теççĕ ун пирки Ачаксем.

16 Юпа, 2015

Шăпа кулач çитермен

Канаш районĕнчи Йăнтăрччăра пурăнакан Анна Михайловăна 80 çулта тееймĕн. Сăнĕ-пичĕпе çамрăк курăнать вăл, вăй-хăвачĕпе те хастар. Сакăр теçеткери кинемей пĕчченех пурăнать. Кил-çурчĕ чечек ăшĕнче: пахчара та, пÿртре те илем кÿреççĕ вĕсем.

Pages