Хресчен сасси

23 Юпа, 2015

Алăри тилхепе ан пушантăр

Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ СХПК председателĕ Николай Степанович Андреев ялхуçалăхĕнче "шур сухал" пулнăран-ши /ЧР, РФ ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ 30 çул ытла пĕр лава туртса пырать/, шухăша тÿртен калама хăнăхнă. Тепĕр чухне куншăн, тен, ÿкĕнет те, анчах тÿрĕ çултан пăрăнмасть.

23 Юпа, 2015

Ĕçлеме те, упрама та пĕлмелле

Комсомольски районĕнчи "Çĕрулмине мухтав" агрофирмăра ялхуçалăх машинисене хĕллене упрама лартас ыйтупа республикăри инженерипе техника ĕçченĕсен семинар-канашлăвĕ иртнĕ.

23 Юпа, 2015

Аваллăхсăр малашлăх çук

Историе, аваллăха упраса хăварассишĕн çунакансене хисеплетĕп эпĕ. Шел, кунашкал çын сахал халĕ пирĕн хушăмăрта. Вăрнар районĕнчи «Хоронзор» хуçалăх ертÿçи Федор Кузьмин 2004 çулта вырăнта историпе краеведени музейне йĕркелесе янă.

23 Юпа, 2015

Майровскисем

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине çемйи-çемйипе хутшăннă тĕслĕхсем çĕршывра çеç мар, республикăра та чылай. Акă Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Уйпуç ялĕнчи Майровскисем юнлă вăрçă хирне тăваттăн тухса кайнă, вĕсенчен Георгий çеç сывă юлнă. Анчах унăн шăпине те ăмсанаймăн.

Pages