Хресчен сасси

13 Чÿк, 2015

Пурнăç уттинчен юлмасть

Типтерлĕ те вăр-варскере сакăр теçеткерен иртнĕ тесе ниепле калаймăн. Халĕ те вăрăм çула пăхмасăрах Красноармейски районĕнчен Шупашкара вĕçтерсе çитнĕ вăл. Тĕрĕслĕхе юратаканскер тÿрех канăç паман ыйтăва хускатрĕ:

6 Чÿк, 2015

Пĕрлĕхре, туслăхра – вăй

2005 çултанпа Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне паллă тăвасси йăлана кĕчĕ. Шупашкарта Хĕрлĕ лапамра çакна халалласа йĕркеленĕ митинга 10 000 ытла çын хутшăннă. Малтанласа палăртнă тăрăх - мероприятие 5000 çын пуçтарăнасса кĕтнĕ. Унăн йышĕ икĕ хут ытла пысăк пулни чăваш халăхĕ чăннипех пĕрлĕхлĕ те туслине çирĕплетет.

Паллах, хуйхă-суйхăра та вăл инкеке лекнисемпе пĕрле. Çакна шута илсе митинг Египетри авиакатастрофăра пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнисене асăнса шăп тăнипе пуçланнă.

6 Чÿк, 2015

Тавах сана, çĕр ĕçлекен, Çĕршыв хăватне ÿстерекен!

Иртнĕ эрнере ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсем тĕп хулари «Шупашкар - Арена» Пăр керменĕнче хăйсен уявне палăртрĕç. Унта республикăри мĕн пур районтан 5 пине яхăн ĕçчен хутшăнчĕ. Çавăн пекех уява Мускавран, кÿршĕ регионсенчен хăнасем, АПК ветеранĕсем, çав шутрах Социализм Ĕçĕн Геройĕсем Валентина Дмитриевăпа Николай Панкратов, хутшăнчĕç.

6 Чÿк, 2015

Ырă шанăç паракан çĕнĕлĕхсем

Ял çыннишĕн выльăх пурнăç тыткăчи тетпĕр, сĕтел çинче сĕт юр-варĕ, аш пулсан çемье тутă. Выльăх-чĕрлĕх усрамасăр ял хуçалăх предприятине те пурăнма йывăр. Фермăра тăкакĕ пайтах, анчах унсăр хуçалăх çурма тăлăххăн туйăнать. Хăшĕ-пĕри манпа килĕшмесен те пултарать, анчах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тытăмра çитес çул палăрмалла улшăнусем пулмалла. Çакă чăваш хресченне те хавхалантармалла.

6 Чÿк, 2015

Тĕллевсем паллă, çитĕнÿсем курăмлă

Уй-хир пушаннă, тырпул пÿлмене кĕнĕ. Апла ĕç-хĕле пĕтĕмлетме те вăхăт. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина малтанхи кăтартусемпе паллаштарать.

- Кăçал пахча çимĕç, тыр-пул мĕн чухлĕ пуçтарса кĕртнĕ? Рынока хамăр çимĕçпе тивĕçтерме пултарăпăр-ши?

Pages