Хресчен сасси

27 Чÿк, 2015

Хамăра хÿтĕлеме вĕренер

Ÿркенекен, кахал-наян кăна кунĕ-кунĕпе килте алă усса ларма пултарать теççĕ пулин те хальхи тапхăрта ĕçе вырнаçма пачах çăмăл мар. Çавăнпа яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн ертÿçĕ сĕнекен ĕç условийĕсемпе ирĕксĕрех килĕшме тивет. Лешĕ хуçа пулнăран ниме те пăхмасть - шалăвăн пĕр пайне саккуна пăсса, урăхла каласан, конвертпа парасси çинчен те шахвăртать. Ĕçлекеншĕн мĕн паха? Алăра укçа пулни. Вăрттăн тÿлеççĕ-и ăна е саккун ыйтнă пек-и - чылайăшне çакă пăшăрхантармасть. Çапла вăл шалăвăн чи пĕчĕк виçине официаллă майпа илет, ыттине - ытларах пайне - конвертпа. Пуçлăхшăн çакă меллĕ - налук сахал тÿлет.

27 Чÿк, 2015

Ват тутиллĕ ватлăх

Тĕлĕнетĕн Çĕмĕрле районĕнчи Тукас çыннисенчен: ялта лавкка та, клуб та, шкул та, фельдшер пункчĕ те çук. Темиçе çул каялла хытă сийлĕ çул пулманран урамра пĕç таран пылчăк çăрнă. Юрать-ха, пĕр суйлав вăхăтĕнче пуçлăхшăн суйламастпăр тесе хăраткаланă хыççăн яла асфальт сарса панă. Куншăн хĕпĕртет Александр Васильевич Альцев.

20 Чÿк, 2015

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă

«Трудовик» агрофирма кантурĕ икĕ хутлă кирпĕч çуртра вырнаçнă. Унччен кĕрлесе ларнă кермен халĕ пушанса юлнă. Пысăкскере хутса ăшăтма тăкаклă, çавăнпа кантур пĕр пÿлĕм кăна йышăнать. «Пĕчĕк йыша çителĕклĕ, - терĕ хуçалăх ертÿçи Сергей Ярчеев. - Кунта ытларах бухгалтер ĕçлет.

20 Чÿк, 2015

Хуçалăх тилхепи çирĕп алăра

Çĕр ĕçченĕн канма вăхăт çук. Уй-хир пушанни алă усса лармаллине пĕлтермест. Çăвĕпех хирте вăй хунă техникăна унтан-кунтан тÿрлетмелле, выльăх-чĕрлĕхе те пăхмалла, çур аки пирки те шухăшлама вăхăт. Пĕр ĕç вĕçленсен тепри кĕтет ăна.

Pages