Чăваш хĕрарăмĕ

20 Авăн, 2014

Телей куçĕ умри çула çутатать

Юлашки вăхăтра хулара мар, ялта чăвашла калаçма манса пыни, паллах, кăмăла хуçать. Çамрăк ăру тăван чĕлхепе хутшăнасшăн мар. Унашкаллине, чăн та, чун йышăнмасть. Шупашкар хĕрне Людмила Александровăна тĕслĕх вырăнне илсе кăтартас килет. Вăл хулара çитĕннĕ пулин те, такампа та чăвашла пĕр чĕлхе тупĕ.

20 Авăн, 2014

Тăлăх ачасен пысăк уявĕ

Камилла Никитинăпа Ксения Порфирьева кун йĕркине тренировкăран пуçлаççĕ: вĕсен ирсерен сахалтан та виçĕ çухрăм чупмалла. Кăмăлне çирĕплетсе çитернĕ ĕнтĕ: 15 çула çитнĕ тантăшсем никам хушăвĕсĕрех тăраççĕ, хăвăрт тумланаççĕ те стадиона вĕçтереççĕ.

13 Авăн, 2014

"Чăваш хĕрарăмĕ" № 37 /855/ 13.09.2014

- Пушкăртри йăхташăмăрсем чăвашла кĕнекесем ыйтаççĕ.

- Айхин юлташĕсем Чăваш Еншĕн тунсăхлаççĕ.

- Ыйхă çĕтсен кавăн сĕткенĕ ĕçмелле.

- Малтанхи упăшка мăшăр тупни савăнтарать çеç.

- "Космонавт" хушма ятпа лайăх пĕлеççĕ ăна.

13 Авăн, 2014

Мария ПЕЧНИКОВА: «Ыран та чăвашлах вĕрентесчĕ!»

- Мария Николаевна, 2009-2010 çулсенче тăван чĕлхе вĕрентекенсен форумĕнче пулма тÿр килнĕччĕ, ун чухне Галина Абрамовăпа Алена Ядрицова учительсен тупăшăвне массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатнăччĕ.

13 Авăн, 2014

Пахчи-пахчи, улма пахчи...

Кивĕ калушĕсемпе аттисем йăл кулаççĕ. Чечеклĕ, хĕвел шевлиллĕ шыв пичкисем те савăнăçпа çиçеççĕ. Улма йывăççисен тураттисем çинче - чăпар çунатлă лĕпĕшпе тĕкĕл тура, вир кайăкĕпе ылтăн пыл хурчĕ... Пахча варринче пысăк симĕс пальма мăнаçлăн сарăлса ларать.

Pages