Чăваш хĕрарăмĕ

13 Раштав, 2014

Пылак «Нарспие» çитекен çуках

Тăватă çулта пĕрре кулинари енĕпе Тĕнче кубокĕ иртет. Кăçалхи ноябрь вĕçĕнче ăна Люксембургра йĕркеленĕ. Ăмăртăва 86 патшалăхри 160 кондитер хутшăннă. Раççей командин йышне чăвашсем пĕрремĕш хутчен кĕнĕ. Дебют ăнăçлă çеç мар, чаплă иртнĕ темелле.

13 Раштав, 2014

Хваттер туянас тенĕччĕ те...

Лавккасенче хуратул кĕрпи кăна мар, мĕнпур апат-çимĕç хакĕ ÿсни сисĕнет. Октябрь уйăхĕнче кăна сад-пахчара панулми çĕрсе выртатчĕ пулсан тепĕр çур уйăхранах Шупашкар пасарĕсенче унăн хакĕ 50-60 тенке çывхарчĕ. Уявсем умĕн ытти çĕршывра йăлтах йÿнетме, акцисем йĕркелеме тăрăшаççĕ пулсан пирĕн патра Çĕнĕ çул умĕн те, ун хыççăн та хаксене хăпартаççĕ те хăпартаççĕ. Ĕç укçин унран юлмасăр упаленсе пырасчĕ те çав. Çапах апат-çимĕç хакĕ, хваттерпе танлаштарсан, вак-тĕвек пек кăна туйăнать.

13 Раштав, 2014

Шур хурăнсем те кулянаççĕ

Афган вăрçин паттăрне Владимир Тукмакова Çĕнĕ Ахпÿртре ватти-вĕтти таранах пĕлет. Ăна вунтăхăр çултах Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Шел те, Володьăн ĕмĕрĕ вăрăмах пулайман. 39 çултах пурнăçран уйрăлнă вăл. Ăна тăван тăрăхĕнче манмаççĕ. Ун ячĕпе Çĕнĕ Ахпÿртре кашни çулах хоккей турнирĕ иртет.

Федор Петровичпа Александра Макаровна патне кĕрсе, тен, йăнăш та турăм-и? Ывăлĕ пирки аса илтерсе амăшĕн чунне татах та ыраттартăм-çке. Аслă ывăлĕн Володьăн пысăклатнă сăнÿкерчĕкĕсем çине пăхса йĕчĕ вăл.

6 Раштав, 2014

«Чăваш хĕрарăмĕ» № 49 /867/ 6.12.2014

- Хĕрлĕ Хĕресĕн уйрăмĕн ĕçченĕсен тимлĕхне пула Украинăран килнĕ 4 çулти ачан пурнăçне çăлма май килнĕ.
- 100 ытла наци хушшинче çухалса кайман тăван чĕлхемĕр. Паллашăр - Павлодар чăвашĕсем.
- Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен “тытăçăвĕ”.
6 Раштав, 2014

Ача тăрăшса вĕрентĕр

"Тăван çĕршыв ăçтан пуçланать-ши?" - шкулта вĕреннĕ вăхăтра çакнашкал ятпа сочинени çырни асран тухмасть. Çакă пирĕн тавракурăмпа çыхăннă. Пĕрремĕш утăмсем тунă чухнехи çывăх çынсен калаçăвĕ, юратăвĕ, вĕрентĕвĕ, килти килĕшÿпе хăтлăх халĕ те куç умĕнче. Кайран тавралăха сăнама пуçланă, юлташсем тупнă. Походсемпе экскурсисене çÿреме пуçланă. Пирĕн тĕнчекурăм кунсерен аталанса пынă. Ял ачисене илемлĕ фильмсемпе спектакльсем çав тери кăсăклантарнă. Атте-анне, вĕрентекенсем таçта та илсе çитернĕ пире. Кинотеатрпа театра билет илсе панисĕр пуçне тĕрлĕ хулари музейсемпе паллаштарнă.

Pages