Чăваш хĕрарăмĕ

26 Авăн, 2015

Ял хуçи

Куславкка районĕнчи Пишенкассинчи Владимир Пименова хисеплесе çапла чĕнеççĕ çынсем. «Пĕчĕккисем те чупса пырсах сывлăх сунаççĕ», - тет вăл. Пĕччен пурăнаканскерне çакă та хăпартлантарать. Шел, мăшăрĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнă. Çапах хĕрĕ, мăнукĕсем, мăнукĕн ачи яла пырсах çÿреççĕ.

26 Авăн, 2015

Тырри - çăкăр пĕçерме, кĕлти - кăмака хутма

Куславкка районĕнчи Малти Чăршкассинчи 87-ри Мария Юркова çурла илсе тухрĕ те - ĕçе пикенчĕ. Çынсем çав хатĕре тахçанах музее леçнĕ - вăл вара ăна çаплипех аллинчен ямасть. «Пĕрре пĕчĕк чухне хире тырă вырма тухсан çурлапа пÿрнене каснăччĕ.

26 Авăн, 2015

Вĕсен тĕнчи ырă, çутă...

«Çĕмĕрт çеçки çурăлсан та,
Çĕмĕрт çеçки çурăлсан та,
Вăрман витĕр курăнать,
Вăрман витĕр курăнать.
Шурă кĕпе тăхăнсан та,
Шурă кĕпе тăхăнсан та,
Вăйă витĕр курăнать,
26 Авăн, 2015

Саккунăн саваламан сакки çинче - таркăнсем

Чăваш мĕн ĕлĕкрен ывăл çуралсанах ăна салтака юрăхлă пулма пилленĕ. Анчах вăхăт иртрĕ, халăх шухăшлавĕ те улшăнчĕ. Самана пăтравĕнче çĕршыв хÿтĕлевçин пĕлтерĕшĕ пĕр вăхăт чакрĕ. Ара, куç шăрçи пек пăхса-упраса ÿстернĕ ачана мĕнле ашшĕ-амăшĕн аш арманне чикес килтĕр? Пĕр тапхăр сăмса айĕнче мăкланма та ĕлкĕреймен çамрăксенех алла пăшал тыттарасси йăлана кĕнĕччĕ вĕт пирĕн çарта. Сĕт шăрши те сÿрĕлсе пĕтменскерсене хирĕç вара лайăх хĕç-пăшалланнă вăйсем тухатчĕç... Шăпах çак вăхăтра йĕркеленчĕç те тĕрлĕ çĕрте Салтак амăшĕсен комитечĕсем. Телее, самана каллех улшăнчĕ.

Pages