Чăваш хĕрарăмĕ

3 Юпа, 2015

Республикăри паллă çынсем шкул çулĕсене мĕнле аса илеççĕ-ши?

Раççейре Вĕрентекен кунне пĕрремĕш хут 1965 çулта паллă тунă. Хисеплĕ учителĕмĕрсен çутă сăнарĕсем яланах асра. Пĕлес килет, республикăри паллă çынсем шкул çулĕсене мĕнле аса илеççĕ-ши?

Лариса ВАСИЛЬЕВА, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки: «Эх, юрлаттăмăр!»

3 Юпа, 2015

«Пиçсе çитмен» ĕçе халăха кăтартмаççĕ

«Эпир пĕр çемьери пекех пурăнатпăр. Кунта вĕрентекенсене те, шкул ачисене те килти пекех хăтлă. Тăван кĕтесе хаклама пĕлни, йăх-несĕле асра тытни, йăла-йĕркене упраса хăварма тăрăшни пĕрлештерет пире. Шкул пĕтернисемпе çулсеренех тĕлпулу йĕркелетпĕр. 70 урлă каçнисем те уява хаваспах хутшăнаççĕ.

3 Юпа, 2015

Кинемей суйлава чи малтан çитнĕ

- Ак çак хĕвелçаврăнăша кураксемпе çерçисем ĕлĕк чечекне тăксанах шĕкĕлчеме пуçлатчĕç, çимелли пулман-ши, ку вара халь те пахчана илем кÿрсе ларать. Курăр-ха, епле илемлĕ кĕр парни, - çаврака пуçлăскерне енчен енне çавăркаласа пăхать Евгения Родионовна.

3 Юпа, 2015

Пурнăç тинĕсĕ тикĕс мар

Муркаш районĕнчи Хурăнкассинче пурăнакан Феодосия Сергеева 14 çултах Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медальне тивĕçнĕ. Элĕк тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ хĕрача хăрушă та хаяр вăрçă малашлăха хура чатăрпа хупланă вăхăтра тăхăр çулта çеç пулнă. "Пирĕн ачалăх пулман. Пĕр кассем пуçтарăнса вылянине астумастăп та.

3 Юпа, 2015

Суйлав хыççăн çуралнă шухăшсем, е Халăхăн хăйĕн шухăшне палăртма ирĕк пур

Çутçанталăкра темиçе пулăм пур - пĕр чарăнми тенĕ пек аталанса пыраканскер. Калăпăр, шыв юхăмĕ. Вĕçĕмсĕр таçта васкать, пĕр чарăнми юхать, юхать... Хаçат ĕçĕнче те пур ун пекки - çырăнтару. Халĕ кăна çуркуннехине вĕçлесе пĕтĕмлететĕн, кĕркуннехи пуçланчĕ те авă. /Сăмах май, вулаканăм, эсĕ почтальонпа тĕл пулса “Чăваш хĕрарăмне” çитес çурçуллăха çырăнса ĕлкĕртĕн-и-ха? Пирĕн йыш пысăк пулсан çанă тавăрса тата лайăхрах ĕçлес килсе тăрать вĕт/. Общество пурнăçĕнче те пур çакăн евĕр пулăм - суйлав. Халĕ кăна пĕрне ирттерсе лаш! сывласа яратăн, тепри çитсе те тăрать.

Pages