Чăваш хĕрарăмĕ

10 Юпа, 2015

Хуларисен - кăмăл, ялтисен май çук

Чăваш наци музейĕн наука сотрудникĕ Светлана Асамат «Пирĕн культура туристсемшĕн кăсăклă...» статьяра палăртнă шухăшсене вуланă хыççăн çуралнă хамăн кăмăлпа паллаштарас килет.

10 Юпа, 2015

Микисем пуç усман

- Картиш тулли сурăх пирĕн, витере пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тăрăст! тăрăст! сикме юратаççĕ. Халĕ 13 чун. Ăратлă та ĕрчевлĕ хăйсем тата, икшер, виçшер путек таран пăранласа параççĕ. Пĕр такине пусасшăн-ха, пепкене шашлăк-шÿрпесĕр епле çăвăн, çак кунсенче тепĕр мăнук, çиччĕмĕшĕ, çут тĕнчене килчĕ пирĕн.

10 Юпа, 2015

Мускав çулĕ такăр мар

Виталин паян Мускава ĕçлеме тухса каймалла. Унччен вăхăт пур-ха тесе вăл лавккана хăпарчĕ. Шала кĕчĕ кăна - ялти арçынсен пĕр ушкăнне асăрхарĕ.

- Атя, пĕрле пушатар, - чĕнчĕ ăна пĕри, хĕрĕхрен иртнĕскер.

- Пултараймастăп - çула пуçтарăнатăп.

- Эсĕ юлташусене хисеплеместĕн-и? Кăмăл туса пĕр черкке тытса пама пултаратăнах ĕнтĕ.

- Ну, юрĕ-çке, тытса панипех ÿсĕрĕлмĕп, - килĕшрĕ Виталий.

Тăваттăн лавккаран тухрĕç те çывăхри сад пахчине кĕчĕç. Улах вырăнта пĕри тулли черккине пушатрĕ, унтан тепри... Çапла майпа кĕленчере хаяр шĕвек пĕр тумлам та юлмарĕ.

Pages