Чăваш хĕрарăмĕ

10 Юпа, 2015

Пилĕк авмасăр... Мерседеспа ярăнаймăн

Эх, ялта пурнăç лайăх! Ĕçлеме ÿркенменнисен килĕнче пахчаçимĕçĕ те, улми-çырли те ăнса пулнă. Аш-какайран та татăк пурăнмаççĕ вĕсем. Сĕт-турăхĕ те, пылĕ те яланах сĕтел çинче. «Çити-çитми пурнăç хумĕ сире килсе çапмĕ», - тăвансем хăнана килсен çакнашкал пĕтĕмлетÿ тăваççĕ.

10 Юпа, 2015

Ача ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илет

- Эпĕ виçĕ ача ашшĕ, манăн икĕ хĕрпе пĕр ывăл, çавна май сăмахăм шăпăрлансем тавра ытларах пулĕ.

«Ачана воспитани ан пар, вăл пурпĕрех санашкалах пулĕ, малтан хăвна йĕркеллĕ тытма вĕрен, уншăн ырă тĕслĕх пул», - тесе ахальтен каламан пуль çав.

10 Юпа, 2015

Тĕнне улăштармашкăн полковник хăй ирĕк панă ăна

"Пурнăçра эпĕ пĕтĕм ыйтăва хам татса пама, йăлтах хам тума хăнăхнă, пĕтĕм яваплăха хам çине илме хăнăхнă. Йăлтах - хам..." Çапла каласа кăтартать хăй çинчен чăваш эстрада паллă юрăçи Алина Варна пĕр интервьюра. Нумаях пулмасть вара унăн черетлĕ концертне телекуравпа пачĕç.

10 Юпа, 2015

Ӳкес вырăнта тӳшек - çук

Кашни ача ашшĕ-амăшĕ патне çитермелли пĕлтерӳсене ача садĕнче алăк çине çапаççĕ. Куллен тухнă-кĕнĕ май вăл куç тĕлне пулатех. Хальхинче унта ачасен çиелти тумтирĕ çине çутта каялла сапалакан япаласем çĕлеме ыйтнине вырнаçтарнă. Çакă пирĕн ывăл-хĕр хăрушсăрлăхĕшĕн кирлине палăртнă. Паллă ĕнтĕ - воспитательсен асăрхаттармалла. Çакна пирĕн, тĕрĕссипе, вĕсем аса илтермесĕрех пурнăçламалла. Юратнă та хаклă пепкесемшĕн пысăк явапа туймаллах. Çакна кашниех ăнланма тивĕç пек. Анчах çук... аслисен йышĕнче пĕлтерĕве «Кирлех-и?» тесе йышăнакан та тупăнать. Çакă тĕлĕнтерет те.

Pages