Чăваш хĕрарăмĕ

24 Юпа, 2015

Çĕр туртать чăваша хăй патне

Тĕрлĕ района час-часах тухса çÿретпĕр. Кирек хăш тăрăхалла кайсан та - тĕлĕнсе, çав вăхăтрах савăнса таврăнатăп хулана. Пĕри тепринчен лайăхрах пурăнма тăрăшать. Хăвăрт ÿссе, илемленсе пырать Чăваш Ен. Пĕр вунă çул каялла çеç-ха çамрăксем яла юлманнишĕн пăшăрханса калаçаттăмăр. Паян вара кермен пек çуртсем пĕри те тепри кăмпа евĕр ÿсеççĕ. Патшалăх çамрăк çемьесене тавăрса памалла мар субсидипе тивĕçтерет. Ятарлă ытти программăпа усă курни те яла аталанма пулăшать. Мĕн чухлĕ çĕнĕ урам, çемье хутшăнать чылай тăрăхра.

24 Юпа, 2015

Варрине юсаççĕ, хĕррине пăсаççĕ. Мĕн ку?

«Хисеп хăмине» пирĕн хаçата нумай çул çырăнса илекенсен хушамачĕсене вырнаçтаратпăр. Сирĕн хушăра ун пеккисем пулсан, тархасшăн, пĕлтерĕр.

Паянхи «Хисеп хăминчи» хĕрарăмсем пирĕн хаçата мĕн тухма пуçланăранпах çырăнса илеççĕ. Питĕ пысăк тав вĕсене уншăн. «Хисеп хăмине» лекнĕ ушкăн ÿссех пырасса шанатпăр.

24 Юпа, 2015

Йăмраллă ялта, Çĕнĕ Шуртанра...

Историрен çакă паллă, Канаш тăрăхĕнчи Çĕнĕ Шуртана Вăрнар районĕнчи Кивĕ Шуртанран 1858 çулта чи малтан Яков Савельев куçса килнĕ. Юманлăх варрине, юханшыв хĕрринчи пыллăх ĕшнине, çурт лартнă вăл. Аякрах мар пысăк утар пулнă. Ял варринче тÿпенелле кармашакан мăнаçлă тăватă юман паянхи кунчченех сыхланса юлнă.

24 Юпа, 2015

Кĕтерукăн тус нумай

Чылайăшĕ ялта ĕç çукран хулана туртăнать. Хастаррисем, маттурисем вара ниçта та аптăрамаççĕ. Тăвай районĕнчи Турикас Тушкил ялĕнче пурăнакан Николайпа Екатерина Георгиевсем те çаплах. Кил хуçи пĕр вырăнта лармасть: е аякри хулана каять, е ялта та тракторпа ĕçлемелли тупăнать.

24 Юпа, 2015

Арăм çеç мар, савни те кирлĕ

Вăхăта тытса чарма çук, çуркунне симĕс çерем çине кăларса янă тиха пекех ĕрĕхет вăл. Эпĕ те халь кăна çамрăк та шухăччĕ. Хам 80 çула çитнине сиссе те юлаймарăм. Çапах та парăнас килмест-ха, райцентра кайсан хитре пикесем çинчен халĕ те куçа илейместĕп. Эх, кĕске куртка тăхăнаççĕ те купарчисене пĕрре сулахаялла, тепре сылтăмалла мăкăльт! мăкăльт! вылянтарса утаççĕ. Каччисем епле чăтаççĕ-ши? Урам тулли хитре хĕр, кирек хăшне - арăм, кирек хăшне савни ту.

Pages