Чăваш хĕрарăмĕ

21 Чÿк, 2015

Амăшĕсем - наркотике хирĕç

Çывăх çынсен юратăвĕ

Манăн алăра - амăшĕн çырăвĕ. Куççуль витĕр шăрçаланăскерпе хаçат вулаканĕсене те паллаштарас килет. Çук, темле пулсан та алли усăнман хĕрарăмăн.

«Пирĕн алăкран инкек шаккарĕ. Эпир ывăл наркотик авăрне лекнине пĕлтĕмĕр. Çемьере вăрçă-харçă пуçланчĕ, пĕр-пĕрне ăнланманлăх хуçаланчĕ. Ывăл килтен тухса тарма пуçларĕ. Ăна чарма хăтлантăмăр. Анчах вăл киле таврăнмассипе тата хăй çине алă хурассипе хăратрĕ. Упăшкапа уйрăласси патнех çитрĕмĕр. Пирĕн тепĕр ывăл çитĕнет, анчах ун пирки шухăшлама вăхăт та юлмарĕ.

21 Чÿк, 2015

"Эпир чăваш пулнипе тĕнчешĕн кăсăклă"

Ĕмĕтĕм çитрĕ: çак эрнере, Çеçпĕл Мишши çуралнă кун, Пĕтĕм чăвашсен "Асам" I кинофестивалĕ пуçланчĕ. Ăна киноискусствăри пултаруллă çынсене тупса палăртас, чăваш киностудийĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарас тĕллевпе йĕркелени çинчен иртнĕ номерте çырнăччĕ.

21 Чÿк, 2015

Йĕркелĕх - çирĕп алăра

Раççей ШĔМĕ «Комсомольская правда» Издательство çурчĕпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри «Халăх участковăйĕ» конкурс вĕçленчĕ.

Çак конкурсăн республикăра иртнĕ тапхăрĕнче ку ĕçре çулталăк çеç вăй хуракан Александр Боронов çĕнтернĕ.

21 Чÿк, 2015

Кула-кула паллашрăм та...

Пĕрремĕш хутчен 23-ре качча тухрăм эпĕ. Те çамрăкла темелле... Çулсем пурччĕ-ха, анчах çемье çавăрма вăхăт çитменччĕ-тĕр. Алюшпа иксĕмĕр те кун пек пысăк утăм тума пиçейменччĕ курăнать. Малтанах юратса çÿрерĕмĕр пулсан çемьеленсен хирĕçÿсем, харкашусем пуçланчĕç. Килĕшÿлĕх таçта çухалчĕ. Юлашкинчен пĕр-пĕрне пачах ăнланми пулса çитрĕмĕр. Упăшка каçсерен киле таврăнманни, кăнтăрла та хĕрарăмсем шăнкăравлани ывăнтарсах çитерчĕ, текех чăтаймарăм. Уйрăласси çинчен сăмах пуçарсан Алюш та хирĕçлемерĕ. Пачах тепĕр май - хаваспах килĕшрĕ. Часах Ванюк çураласса та каламарăм ăна.

Pages