Чăваш хĕрарăмĕ

19 Раштав, 2015

Ешĕл хунав хуçăлсан...

Шупашкарти «Волжский» кинотеатр тунтикун Владимир Синяев режиссер ÿкернĕ «Ветки» илемлĕ фильм курма йыхравларĕ. «Илемлĕ фильм» тени те, ячĕ те ансат илтĕнет те, премьерăна хаклама пуçтарăннă халăх пысăк экран умне уçă кăмăл-туйăмпа вырнаçрĕ. Наркоманипе çыхăннă кино иккенне пĕлни çеç кăштах сисчĕвлентерчĕ-тĕр. Унăн витĕмĕ чуна çав таран çÿçентерессе, кĕлетке тăрăх сивĕ хумпа чупасса никам та кĕтменччĕ ахăр.

19 Раштав, 2015

«Пăянамăн ачисене пăхса ÿстертĕм»

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ Анна Чернова. Çак ялах качча тухнă вăл. 26-ри хĕре 19 çулти йĕкĕте тупса панă. Хунямăшĕ тепре качча кайнăран Анна Макаровнăн упăшкин икĕ йăмăкне пăхса ÿстерме тивнĕ - качча пынă чухне 6 тата 7 çулти ачасем çеç пулнă вĕсем.

19 Раштав, 2015

Лариса ИГНАТЬЕВА: “Пуç каçăртса çÿрекене килĕштермест чăваш"

Чăваш Ен Пуçлăхĕн мăшăрне Лариса Игнатьевăна республикăри Хĕрарăмсен союзĕ урлă пĕлетĕп. Ун ĕçне хастар хутшăнать вăл. Çак союзăн правлени членĕ пулнă май, пĕрре кăна мар курнă Лариса Юрьевнăна, сăпайлăхĕнчен тĕлĕннĕ... Вулаканăмăрсене тахçанах ун çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартас килетчĕ.

12 Раштав, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» 49 /919/ №. 12.12.2015

Хăвăрт» хушма ятлăскер Аслă Елчĕкре пирĕн хаçата юратса вулаççĕ. Кермен пек çуртсенче пурăнакансем алă ĕçне те ăста.

Арçыннăн çирĕп пулмалла - Ĕлĕк сцена çине тухасси, паянхипе танлаштарсан, чылай кăткăсрахчĕ.

«Аттен хуткупăсне çур пăт тулăлла сутма тиврĕ» «Вутра çуннă ачалăх». Çапла ятпа иртрĕ Етĕрне районĕнчи Тури Ирçе ялĕнчи культура çуртĕнче вăрçă ачисемпе йĕркеленĕ тĕлпулу.

Самуил пичче хĕрĕ Хаçат тусĕ

«Çĕнтерме хатĕррине çиçекен куçăрсенче куратăп» Раштав уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсен хушшинче Раççей кубокĕ иртрĕ.

Чăрăша мĕнле ăшăтмалла? Сăмах парăр-ха

Ачаранах... моряк пулма ĕмĕтленнĕ Республикăра пурăнакансене лăпкăлăхпа канăçлăх кÿрес тесе патвар та тĕреклĕ арçынсемпе юнашарах этемлĕхĕн черчен пайĕ те нумай тăрăшать.

Ĕне пăрулаттарасси тавра Çамрăк чĕрчун сывлăхĕ, сĕт пахалăхĕпе виçи ĕнене пăрулаттариччен епле пăхнинчен нумай килет.

Сăнÿкерчĕкри телей Эх, кам-ши вăл, ман шăпам?

Айăпа кĕтĕн - явап тыт Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕ коррупципе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун.

Президент арăмĕ пулма çăмăл-и? Президент мăшăрĕн тивĕçĕсен яваплăхĕ юлашки çулсенче, протоколпа килĕшÿллĕн, Раççейре те ÿсрĕ.

Пурлăха та арестлеме тивет Паянхи куна коррупципе кĕрешме 172 патшалăх килĕшнĕ.

 

 

 

Pages