Чăваш хĕрарăмĕ

31 Раштав, 2015

Пĕрлех пуласчĕ

Редакцие сиртен куллен тенĕ пек çыру килет. «Чăваш хĕрарăмне» юратса вуланине пĕлтеретĕр эсир, вырăнти лару-тăрупа паллаштаратăр, сĕнÿ-канаш паратăр, хăвăра хумхантаракан ыйтусен хуравне тупма, вĕсене пĕрле сÿтсе явма ыйтатăр. Çак туслă çыхăну малашне те ан татăлтăрччĕ.

31 Раштав, 2015

Тăрăшсах вăй хутăмăр...

КУЛЬТУРА. Чăваш Республикинче Константин Иванов çулталăкне халалласа поэт ячĕпе конференцисем, куравсем, акцисем, тĕлпулусем, «çавра сĕтелсем» йĕркелерĕç, кĕнекесем пичетленчĕç. Вăл çырса хăварнă йĕркесем вун-вун чĕлхепе янăрарĕç.

31 Раштав, 2015

Хĕл Мучи парни

Вăтăр çула çитрĕм пулин те Çĕнĕ çул каçĕнчи асамлăха ĕненме пăрахмастăп-ха. Хама мĕн астăвассах сехет вуниккĕ çапнă чухне Хĕл Мучирен çитес çул валли ырăлăх ыйтатăп. Такам систернĕ-ши кун пирки е хамах ăс çитернĕ-ши? Пысăк çемье: «Çĕнĕ çул ячĕпе!» тесе кăшкăратчĕ, пĕр-пĕрне çĕнĕ телейпе саламлатчĕ, эпĕ вара шăппăн çеç тăрса ăшăмра тепĕр çулталăка та çак йышпах, чĕрĕ-сывă ирттерме ĕмĕтленеттĕм. Çывăх тăвансем валли сывлăхпа телей ыйтаттăм.

31 Раштав, 2015

Тăватпÿрт вăрманĕнчи улмуççи...

Часах çывăрса каяймарĕ вăл. Пĕр енчен тепĕр енне куçса, шуçса пăхрĕ. Çав самантра пĕрех май ахлатрĕ те, эхлетрĕ те... Ватлăхри шăмшак, виçĕ çул каялла тăруках шалкăм çапнăскер, виттĕр-виттĕр туртса сурчĕ. Ыйхă вĕçнĕ самантра тата юратнă мăшăрне - Кольăна - умĕнчен ямарĕ. Вăл чĕрĕ чухнехи евĕрех, çума-çумăн выртса унпа калаçрĕ.

Çамрăклăха, яшлăха аса илчĕ Феврони аппа. Ума Тăватпÿрт вăрманĕнчи ешĕл çулçăллă, хăлаçа вырнаçайми улмуççи тухса тăчĕ. Анăçран юхса килекен çилпе хумханать хăй. Хăйпе юнашар тăракан çирĕм урлă каçнă каччăпа хĕр ытамĕнче вĕсемпе йăпанать, пăшăлтатать.

Pages