Чăваш хĕрарăмĕ

16 Кăрлач, 2016

Пултаруллисем ĕçре çитĕнÿсем тăваççĕ, кил ăшшине упраççĕ

Эрнесерен - тулли конверт

Чăваш Енре пултаруллă журналист сахал мар. Пичет кăларăмĕсенче, радиопа телекуравра ĕçлеççĕ вĕсем. Уяв умĕн шăпах вĕсенчен пĕринпе - Чăваш наци телекуравĕн редакторĕпе - Олеся Руссаковăпа тĕл пултăмăр.

16 Кăрлач, 2016

Пысăк йыш - сумлăрах, пĕрле эпир - вăйлăрах

Сывă-и, тăванăм, вулаканăм! Акă санăн аллунта "Чăваш хĕрарăмĕн” черетлĕ номерĕ, 2016 çулта пĕрремĕш кун çути курнăскер. Сирĕн хушăра пирĕн хаçата пуçласа вулакан та пуррине редакцие килнĕ çырусенчен, шăнкăравсенчен пĕлетпĕр. Акă Каçал тăрăхĕнчен Мария Козлова пирĕн пата иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнчех çырса пĕлтерчĕ çакăн пирки. Çамрăксенчен чылайăшĕ ялта пурăнакан ашшĕ-амăшĕ патне канмалли куна кайсан вулать "Чăваш хĕрарăмне”. Мария Ефимовна вара, пачах тепĕр май, пирĕн хаçатпа хĕрĕ патĕнче хăналаннă чухне паллашнă.

16 Кăрлач, 2016

Чун-чĕре юрланă чух

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри кукамайсемпе асаннесем хĕллехи вăрăм каçсенче кичемленсе, тунсăхласа лармаççĕ. Кил-çуртри мĕнпур ĕçе вĕçленĕ хыççăн каçсерен ялти вулавăша васкаççĕ. Кунта шăп пилĕк çул каялла ал ăстисен «Тĕпел» клубĕ йĕркеленнĕ.

16 Кăрлач, 2016

Чăвашсем мĕнле канаççĕ?

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче республикăри 1700 мероприятие 500 пине яхăн çын хутшăннă. Çак вăхăтра культура учрежденийĕсем 9 миллион тенке яхăн укçа ĕçлесе илнĕ. Кăрлачăн 3-7-мĕшĕсенче йĕркеленĕ «Пĕр район юмахĕ» проект нумайăшĕн асĕнче юлни иккĕлентермест. Малтанхи кун Сĕнтĕрвăррисем хăнасене йышăннă. Мероприятисем купсапа мещен тата хресчен кил-çурчĕн музейĕнче иртнĕ. Уява килнисен балра савăнма май килнĕ. Тетте хатĕрлес тĕлĕшпе ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ. Вадим Шипунов художник-геральдистăн ĕçĕсемпе паллашма май килнĕ.

Pages