Чăваш хĕрарăмĕ

30 Кăрлач, 2016

«Сăввăмсем - çĕр çитмĕл туйăм сассисем...»

«Уçланкăри палан», «Малтанхи юратăвăм», «Çыру çырсамăр салтаксем патне»… Халăхра анлă сарăлнă юрăсене вĕçĕмсĕр илсе кăтартма пулать, анчах вĕсен шучĕ пилĕк çĕртен те иртсен сăввисене çыраканĕ хăй те вĕсене шутлама пăрахнă.

30 Кăрлач, 2016

Павел ГЛОБА: “Мĕн кĕтет пире 2016 çулта?”

Халĕ Тухăç гороскопне тишкерер.

Унăн икĕ палли - Йĕкехÿре тата Аçтаха - Упăтепе пĕрле ылтăн виçкĕтеслĕх йĕркелеççĕ. Йĕкехÿрене ĕçре те, çемьере те ырă хыпарсем кĕтеççĕ. Анчах та унăн хутшăнусене татмалла мар - каярахпа çакă инкекпе вĕçленĕ. Аçтахан каялла чакма вĕренмелле, унсăрăн телейне хăех таптĕ.

23 Кăрлач, 2016

Ют çĕршыв çамрăкĕсем Шупашкарта хăйсене хăтлă туяççĕ

Республикăра тĕрлĕ халăх çынни туслă пурăнать. Шупашкарти аслă шкулсене вĕренме ют çĕршыв çамрăкĕсем çуллен килеççĕ. Студентсен кунĕ умĕн эпир Чăваш патшалăх университечĕн «хăнисемпе» курса калаçрăмăр.

«Пăрахса кайма пултараймарăм»

23 Кăрлач, 2016

Тулли сумкăпа çÿреме кăмăллă

Лăпкăскер кун каçа темĕн те тума ĕлкĕрет вăл. Кил-тĕрĕшре, хуçалăхра та ĕç нумай. Каçал тăрăхĕнчи Нĕркеç хĕрĕ качча тухиччен уй-хир хуралçинче тăрăшнă. Ачаран ял илĕртнĕрен шкул хыççăн хулана тухса каяс темен вăл. Пĕр ĕçе те тиркемен сăпайлă та ырă кăмăллă пикене кÿршĕ ял каччи куç хывнă та урăх вĕçертмен.

Pages