Чăваш хĕрарăмĕ

26 Пуш, 2016

Ушкăнпа каварлашнă

Республикăра синтетика наркотикĕ сарнă каварлашнă ушкăн тĕлĕшĕпе приговор йышăннă.

Уголовлă ĕçĕн тĕп фигуранчĕ — Украинăри Николаевски облаçĕнче çуралса ÿснĕ çамрăк. Ку таранччен судпа айăпланманскер Интернет урлă наркăмăшăн пысăк виçине салатнă. Ушкăнри тата пилĕк çын синтетика курьерĕсем, салатаканĕсем пулнă. Наркăмăша пытарма вĕсем вăрттăн вырăнсем шыранă. Вĕсенчен пĕри — Шупашкарти аслă шкулсенчен пĕринче ăс пухнă хĕр.

26 Пуш, 2016

Ача çуратма... чăвашсенчен вĕренеççĕ

Ывăл çуралсан ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш “салтака юрăхлă пултăр” тесе пиллет. Çемьене аист хĕр пĕрчи илсе килсен вара? Ман шухăшпа, кашни хĕрачах ÿссе çитсен амăшĕ пулма ĕмĕтленет. Ахальтен-и вăл утма-чупма пуçласанах алла пукане ярса илет. Çывăрма та вырттарать ăна, апат та çитерет. Арçын ача тетте пистолетран “пиу-пиу” персе çÿренĕ чух хĕрача тетте-пепкине “пĕç-пĕç” тума куршак çине лартать, унтан хитре кÿмене вырттарса урама уçăлма илсе тухать. Телее, халĕ пукани те, ăна тумлантармалли те, вылямалли ача кÿми те мĕн тĕрли кăна çук!

19 Пуш, 2016

«Мĕнпур юратăва ачасене парнелĕпĕр»

«Чăваш Ен» ПТРКра çĕнĕ хыпарсен кăларăмне ертсе пынă Алена Павлова çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа кĕçех 10 уйăх çитет. Вăл 27 çулта çеçчĕ. Аленăн виçĕ ача тăлăха тăрса юлчĕ: Кирилл /халĕ 3 çул та 3 уйăхра/ тата çичĕ уйăхра çуралнă икĕ хĕрача — Вероника тата Кристина /халĕ 9 уйăхра/. Вĕсем 2015 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Алена ача çуратнă хыççăн пĕр эрне комăра выртнă, кайран тăна кĕмесĕрех вилнĕ. Тин кăна сенкер экран çинче тăван чĕлхепе илемлĕ калаçакан çамрăк хĕрарăм текех çуккине ĕненме йывăр пулчĕ. Чуна вырнаçайми усал хыпар республикăра çиçĕм хăвăртлăхĕпе сарăлчĕ. Унтанпа çу та, кĕр те, çил-тăманлă сивĕ хĕл те иртрĕ. Акă каллех çут çанталăк ешерме тытăнĕ. Вăхăт шунăçем чĕрери йывăр суран та пăртак пирчет. Пурнăç малаллах тăсăлать.

19 Пуш, 2016

Антологи авторĕ

Пĕлтĕр çĕршывра шăпах Литература çулталăкне, республикăра Константин Иванов çулталăкне паллă тунă тапхăрта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь шкулĕнче чăваш чĕлхипе музыка вĕрентекен Светлана Яруткина «Чутай ен çыраçисен антологийĕ» кĕнеке пухса хатĕрлерĕ.

Pages