Чăваш хĕрарăмĕ

26 Пуш, 2016

Çирĕп хĕрарăм

Ывăлĕ çари çухăрнипе вăранчĕ Люба. Владик каллех усал тĕлĕк курать пулĕ ĕнтĕ. Пиллĕкри ывăлĕ час-часах çапла канăçсăр çывăрать. Эх, мĕскĕн, ашшĕ путсĕррине пула тутлă ыйхă мĕнне те пĕлмест-çке.

Çамрăкла качча тухрĕ Люба. Кÿршĕ ял йĕкĕчĕпе ташă каçĕнче паллашрĕç вĕсем. Ялти Сантăр та килĕштеретчĕ хĕре, анчах пике Петĕре суйларĕ. Каччă харсăр та çирĕп пулни илĕртрĕ ăна. Часах хĕртен арăм пулса тăчĕ. Виçĕ уйăхранах Петĕр Любăна вăрласа кĕчĕ.

26 Пуш, 2016

Фрау “Хура вилĕм” - Дуся лейтенант

Вăл тинĕс пехоти взвочĕн командирĕсен хушшинче пĕртен пĕр хĕрарăм пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине взвод командирĕ пулса хутшăннă чух хĕр 17 те тултарман-ха...

26 Пуш, 2016

Клуб кирлĕрех

Канаш районĕнчи Малти Тукайра ĕçчен халăх пурăнать. Вăхăт таппинчен юласшăн мар вĕсем. Çавăнпах кашни иккĕмĕш хуçалăхра трактор пур. Хура çĕре туххăмрах сухаласа пăрахаççĕ, тыр-пул нумай туса илеççĕ. Тăрăшса ĕçлекенсене канма та лайăх условисем кирлĕ. Çакна халăх хăй те лайăх ăнланать.

26 Пуш, 2016

Лар-ха, хĕрĕм, юнашар

Çывăх юлташĕсем, тăванĕсем ăна «Волга-речка» тесе чĕнеççĕ. Ташша-юрра ăста пулнăранах çапла ят панă пулас. Ял çыннисемшĕн вара вăл — Ульки аппа. Шупашкарта, хĕрĕ патĕнче, хăналанать халĕ. Ирхине ĕçе кайиччен амăшĕ валли сĕтел туллиех апат-çимĕç хатĕрлесе хăварать Леонора.

26 Пуш, 2016

Ушкăнпа каварлашнă

Республикăра синтетика наркотикĕ сарнă каварлашнă ушкăн тĕлĕшĕпе приговор йышăннă.

Уголовлă ĕçĕн тĕп фигуранчĕ — Украинăри Николаевски облаçĕнче çуралса ÿснĕ çамрăк. Ку таранччен судпа айăпланманскер Интернет урлă наркăмăшăн пысăк виçине салатнă. Ушкăнри тата пилĕк çын синтетика курьерĕсем, салатаканĕсем пулнă. Наркăмăша пытарма вĕсем вăрттăн вырăнсем шыранă. Вĕсенчен пĕри — Шупашкарти аслă шкулсенчен пĕринче ăс пухнă хĕр.

Pages