Чăваш хĕрарăмĕ

2 Ака, 2016

Кушак вырăнне — чĕрĕп

Ĕçтешĕмсен хушшинче качча кайманни — эпĕ кăна. Ытти уйрăмра çамрăксем татах та пур-ха, анчах манпа пĕрле хĕрĕх урлă каçнисем ĕçлеççĕ. Пĕр енчен кăсăклă та вĕсемпе: темĕн те пĕлеççĕ, хăть те хăçан та сĕнÿ-канаш тупăнать упăшкаллăскерсен. Уйрăмах пĕр-пĕр каччăпа тĕлпулăва пуçтарăнсан кашни пиллет. Тепĕр енчен тинкене кăлараççĕ пуль — çине тăрсах качча тухма сĕнеççĕ, «ватă хĕр» ята илтесрен шикленеççĕ. Эпĕ вара васкамастăп-ха. Çирĕм пиллĕкре çеç-çке — пĕтĕм пурнăçăм малашлăхра.

2 Ака, 2016

Экс-савни тавăрăвĕ. I Петĕр еркĕнне мĕншĕн вĕлерме хушнă?

Нева хĕрринчи хулара 297 çул каялла — 1719 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче — халăх Троица тÿремне йышлăн пуçтарăннă. Пурне те пĕр ыйту канăç паман — нивушлĕ император çывăхĕнчи чи илемлĕ хĕрарăмсенчен пĕрин, Мария Гамильтонăн, пуçне касса тататех палач?

26 Пуш, 2016

«Хăйăртан çурт хăпартрăм...»

Сусăр çамрăксен «Доброта и мир» центр ертÿçипе Татьяна Васильевăпа Шупашкарти суту-илÿ комплексĕнче тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Вăл общество организацийĕн членĕсене çакăнти темиçе куравпа паллаштарма тĕллев тытнă.

26 Пуш, 2016

Сывлăх пулсан пурăнăпăр-ха

Елена ИОВЛЕВА. Чăваш халăх артистки

— Кĕçех çуркунне çитет. Çул уçăлнă май халăх дачăсене, пахчасене çÿреме тытăнать. Çĕре пушă вырттарма хăнăхман вĕт эпир, чăвашсем, çуркунне алла кĕреçе-кĕрепле тытатпăр та, мĕн юр çăвичченех чакаланатпăр. Яла кашни эрнерех çÿреме тăрăшатпăр-ха, анчах та бензин хакĕ ÿснĕ май автобуспа тăтăшах çула тухма çук. Лавккана кĕрсен те нимĕн туянма аптрамалла. Апат-çимĕç хакĕ кашни кун ÿссе пынăн туйăнать. Çитменнине халăхĕ валли ĕçĕ те çук. Çемйисене пăрахса Мускав, Хусан тăрăх çÿреме тивет арçынсен. Йĕркеллĕ-и çакă? Пасарта пурин валли те вырăн çитмест. Унта халăхĕ те ытлах çÿремест халь, кашни çурт çумĕнчех лавкка пур.

Pages