Чăваш хĕрарăмĕ

23 Ака, 2016

Сусăрлăх - çитменлĕх мар

Ирхине ĕçе кайнă май Анютăна троллейбусра кашни кунах куратăп. Чылай чухне юнашар ларкăч çинех лекетпĕр. Малтан амăшĕ леçетчĕ ăна шкула, юлашки вăхăтра пĕчченех çÿрекен пулчĕ. Мĕн пĕчĕкрен япăх курать хĕрача. Çапах тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл: кулленех шкула çÿрет, ĕмĕтленет, çăмăл атлетикăпа туслă, рок-концертсене килĕштерет. Уçă кăмăллă хĕр пĕрчи кирек кампа та пĕр чĕлхе тупать. Çитĕнсен куçаруçă пулма, çемье çавăрма ĕмĕтленет вăл. Куç вăйĕ пулмасан та çынна витĕр курма пĕлет. Пĕрмай йăл çиçекен ăшă чунлă хĕрача теприн шалти кăмăл-туйăмне чунпа туять.

23 Ака, 2016

Çулсăр нушаланакансен ыйтăвĕ Кремле çитнĕ

Шупашкар районĕнчи Пархикассинчи Василий Курбаткин вăрçă ветеранĕ Шоссе урамĕпе шоссе çулпа утма ĕмĕтленни çинчен хамăр хаçатра пĕлтĕрех çырнăччĕ. Ял хапхинчен кĕрсенех пылчăк çăрăлнине хăнăхма çук паллах. Çитменнине тата вырăнĕ шурлăхлă — çумăр çумасан та лачакаллă.

23 Ака, 2016

Йĕп те хĕсĕнсе ан кĕтĕр

Коля тете тин çеç гараж умĕнче хăй ăсталанă çÿп-çап урапине юсатчĕ, тахăш самантра хирĕççисем патĕнчен ун çине хăйне кирлĕ хатĕр-хĕтĕр тиесе те çитрĕ. Алă усса ларма хăнăхманскер пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçтерсе кăна çÿрет. Картишĕнче мăлатукпа шаккакаларĕ те тепĕртакран кил хушшинче пăчкă сасси кăларчĕ.

23 Ака, 2016

Куçăхтарас марччĕ

Хĕрĕм шкул пĕтерсен хулана вĕренме кайрĕ. Часах Сергейпе туслашрĕ. Пĕр хушăран пĕрле пурăнма тытăнчĕç. Туй тумасăрах арлă-арăмлă пурăнма эпир те чармарăмăр. Ун чухне тăвансене кĕрекене пухма укçа-тенкĕ çукрахчĕ. Хĕрĕмĕре шăпах хваттер туянса панăччĕ.

Часах Настя пире кукамайпа кукаçи тума хатĕрленни паллă пулчĕ. Куншăн хĕпĕртерĕмĕр кăна. Анчах... кĕрÿ ăна пăрахса кайрĕ. Хĕрĕмĕртен икĕ çул çамрăкрахскер яваплăхран хăрарĕ-ши? Нумай асапланчĕ Настя. Мана кăна систересшĕн пулмарĕ, анчах амăшĕн чĕри епле ан туйтăр çакна?

23 Ака, 2016

“Нимĕçсем пирĕн салтаксене çилленнĕ - йĕркене пăхăнса вăрçмаççĕ имĕш...”

Фашистсем Мускав тата Сталинград патĕнче мĕншĕн вилмеллех шăннă? Каска салтак пурнăçне çăлма пулăшнă-и? “Катюшăран” тăшман чăнласах хăранă-и? Тата мĕн чухлĕ паллă мар салтакăн кĕлеткине халĕ те тупман?

Pages