Чăваш хĕрарăмĕ

30 Ака, 2016

Телей - юнашарах

“Ăçта-ши манăн Тур çыр-ни?” Çамрăк чухне нумайăшне çак ыйту канăçсăрлантарать. Мĕнлерех вăл — пулас мăшăр? Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чăршкассинче çуралнă Виталий Ильин çакăн пирки нумай пуç ватман. Пулас мăшăрне вăл çартан таврăннă май... çул çинче тупнă.

30 Ака, 2016

Инкекрен сыхланасчĕ

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Раççейре пушар хуралĕ йĕркеленнĕренпе 367 çул çитет. Çак тата ытти сăлтава тĕпе хурса юнкун Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертÿçи Станислав Антонов журналистсемпе тĕл пулчĕ.

Малтанах генерал-майор пушар хăрушсăрлăхĕн республикăри лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Ака уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне район-хулара «хĕрлĕ автан» 269 хутчен алхаснă /пĕлтĕр — 320/. Вĕсенче пурĕ 36 çын пурнăçĕ татăлнă /пĕлтĕр — 48/, 36-шĕ аманнă.

30 Ака, 2016

Тивĕçе пурнăçласа...

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕ чылай çын асне ĕмĕрлĕхех юлнă. 30 çул каялла шăпах çак кун тĕнчери чи пысăк техноген аварийĕ пулнă. Чернобыльти АЭС инкекĕ историре «хура йĕрпе» юлнă. 1 сехет те 23 минутра атом станцийĕн тăваттăмĕш энергоблокĕ йĕркерен тухнă, сирпĕнсе çунма тытăннă. Атом энергетикинче вăл шар курнисен шучĕпе те, тăкак пысăкăшĕпе те чи пысăк инкек пек палăрса тăрать.

30 Ака, 2016

Тĕн урокĕсем ырра вĕрентеççĕ

Ачасем урокран тухасса ытти ашшĕ-амăшĕпе пĕрле шкул коридорĕнче кĕтсе тăратпăр. Çав вăхăтрах 1-мĕш класра вĕренекенсем чупса çитрĕç. Пĕрне, пĕчĕкреххине, иккĕн алăран тытрĕç те тепри тапсах хĕнеме пуçларĕ. Вĕсем никама та асăрхамаççĕ тейĕн. Чылай вăхăт иртрĕ унтанпа, анчах çак ÿкерчĕк çаплипех куç умĕнчен каймасть.

30 Ака, 2016

Пурнăçа пĕрле аталантармалла

Камăн мĕн ыратать — çавăн çинчен калаçать текен каларăш чăнлăхне Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн Чăваш Енри штабĕн эксперчĕ ака уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче Йошкар-Олара иртнĕ форумра çирĕплетрĕ. Эксперта нимрен ытла... çÿп-çап пăшăрхантарать. /Пăшăрхантармасăр!

Pages