«Чăваш хĕрарăмĕ» 14 (1191) № 15.04.2021

15 Ака, 2021

«Аннен теттисене палласа илеттĕм»

Илем тĕнчене çăлать… Халăхра анлă сарăлнă каларăш час-часах пуçа килет. Республикăри тĕрлĕ кĕтесре пурăнакан, ӳнерпе çыхăнман тытăмра ĕçленине пăхмасăр темĕн те пĕр ăсталаканăн тĕлĕнмелле çыпăçуллă «çимĕçне» курса пахаланă май — пушшех. Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Ирина Матвеева акă дизайнер-художник та, çĕвĕçĕ те мар. Çын пурнăçĕшĕн яваплă профессире вăй хурать вăл. Чĕрĕк ĕмĕр «çĕнĕ кайăксене» çут тĕнчене килме пулăшнăскере кăткăс ӳкерчĕклĕ тĕрĕ, пукане, çемçе тетте, ӳнер тĕрлĕ мелĕпе композици янтăлама мĕн хистет-ши?

— Нихăçан та ал ĕçĕпе хальхи пек чирлесе каясса шухăшламан. Чăн та, шкул ӳсĕмĕнче çĕленĕ те, çыхнă та, тĕрленĕ те. Анне Людмила Алексеевна, ача çуратмалли çуртра тин çуралнă пепкесене 36 çул пăхнă медсестра, пушă вăхăт тупăнсанах е çыхма ларатчĕ, е çĕвĕ машини умне вырнаçатчĕ. Пире те, виçĕ хĕрне, кил ăшшин управçин ĕçне мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарнă. Лавкка сентрисем пушăрах вăхăтра, иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче, эпир кĕпе-халат хамăр çĕлесе тăхăнаттăмăр. Атте-анне çуршар çул ĕç укçи илеймен тапхăрта вара пусма туянаттамăр та çав япаласене сутлăх хатĕрлеттĕмĕр. Курттăммăн сутакансем валли ĕлкĕртес тесе çĕрĕ-çĕрĕпе ларни те пулнă, — аса илет поселокрах çуралса ӳснĕ Ирина Ивановна.

Тивĕçлĕ канура анне тĕрĕ енне туртăнма пуçларĕ. Хальхи вăхăтра çакăн валли хатĕр-хĕтĕр ирĕклĕн сутаççĕ — ан ӳркен кăна. Поселокри шкулта вĕрентекенре тăрăшнă Людмила Григорьева çак ĕçе ӳнер шайĕнчех пурнăçланине пĕлеттĕмĕр. Пĕррехинче анне ун патне кайса курма шухăш тытнă, мана та чĕнчĕ. Алă ăстин килне çитсен хамăра чаплă курав залĕнчи пекех туйрăмăр. Кантăк айне хунă кашни тĕрре, профессионалсенни евĕр, виçеллĕ рамăна карăнтарнă. Алă ăсти патĕнче хăнара пулнă хыççăн канăçа çухатрăм. Больницăра талăкĕпе ĕçлетĕп те — виçĕ кун килте. Каннă хушăра çĕрле те аппаланатăп. Çемье çывăрма выртсан çутă ан кансĕрлетĕр тесе… ваннăйра урайне хулăн утиял сарса ирхи 3 сехетчен тĕрлени те пулнă, — чун киленĕçĕ çинчен хаваспах каласа кăтартать хальхи вăхăтра Вăрмар район тĕп больницин терапи уйрăмĕнче вăй хуракан медсестра.

Сыватмăшра тăрăшаканăн тĕрлĕ лару- тăрăва чăтса ирттерме тивет. Уйрăмра йывăр выртакансем те пулаççĕ-çке, пурнăçне çăлма май килменни те сиксе тухать. Ун пек чух лăпланма шăпах алă ĕçĕ ырă витĕм кӳнине палăртать Ирина Ивановна. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


Ейÿрен те, пушартан та…

Вулакан асăрхарĕ-тĕр, нумай чухне сăмаха çут çанталăк тапхăрĕсемпе çыхăнтарса хускататпăр. Çуркунне тинех кăмăлне ирĕке ячĕ акă. Юр, хулăнăшĕ кăçал тĕлĕнтерчĕ пулин те, куç умĕнчех ирĕлсе пырать. Вăл юлмарĕ те темелле. Халăх çакăн пек вăхăтра ăçта туртăнать? Паллах, çут çанталăка. Пĕрисене шашлăк илĕртет. Теприсем хула çывăхĕнчи дачине васкаççĕ. Хĕлĕпе çитсе курман çĕрте ĕç темĕн чухлех. Чи малтан, паллах, хăй пурăнакан тăрăха тирпей-илем кӳме тăрăшать çын. Асăрханулăх çинчен мансах, çанă тавăрсах ĕçлет вăл. Турать, ваклать, кивĕ курăка, çӳп-çапа пĕрле пуçтарса çунтарать. Акă вăл — хăрушсăрлăх урокĕ. Курăка тата ыттине çунтарма юраманни пирки мĕн чухлĕ калаçатпăр, çуркунне çитсен «хĕрлĕ автан» çаплипех тăтăшах ташлать.

Çуркунне юр хăвăрт ирĕлнĕ май юхан шывсем çыранĕсенчен тухаççĕ. Шывăн вара турачĕ çук. Унта та питĕ асăрхануллă пулмаллине каллех çине-çинех аса илтеретпĕр темелле. Анчах та çакăн çинчен татах та сăмах хускатма тивет. Ахальтен мар Чăваш Енре ейӳ каяссинчен тата пушартан сыхланас тĕллевпе ятарлă врентӳ ирттерме пуçланă. Ку тĕллевпе республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче ятарлă канашлу ирттернĕ. Унта чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарассипе, унран сыхланассипе, инкеке сирессипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Çавна май регионта çĕршыв шайĕнчи командăпа штаб вĕренĕвĕсене йĕркелессине пĕлтернĕ. Виçĕ кун тăршшĕнче çурхи шыва йĕркеллĕ ирттерес тата ял-хулана, экономика объекчĕсене, социаллă инфраструктурăна пушартан хӳтĕлес тĕлĕшпе хăнăхусем ирттерĕç.

«Чăн та, çанталăк условийĕсене кура чи начарринчен сыхланма пулĕ, — палăртнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Вăл республикăри çак ыйтусемшĕн яваплă комисси ĕçне хăй йĕркелесе пырать. — Çапах та пирĕн тимлĕхе çухатма юрамасть, кирек епле инкеке сирме хатĕр пулмалла». <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Сăр хĕррине — 20 çухрăм хăварса

1941 çулта Люба Маненькова тăххăрмĕш класран вĕренсе тухнă. Çĕртме уйăхĕнче вун çиччĕ тултарнă вăл. Пăрачкав районĕнчи Никольски хĕрĕ, пилĕк çухрăмри Сиявăри шкулта пĕлӳ илекенскер, кĕçех пурнăç кустăрми яланхи йĕртен пăрăнасса чухлама та пултарайман. Вăрçă… Çак хăрушă сăмах хăйсен хутлăхне мĕнле витĕм кӳрессе тантăшĕсем те, аслисем те ăнкарайман.

Кун-çул сукмакĕ çинче чăтса ирттернĕ тумхахсене пăхмасăр вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пӳрнĕрен Любовь Андреевна, 1979 çултанпа Шупашкарта пурăнаканскер, тĕлĕнет те. 97-ри хĕрарăм хăй тӳснĕ асап-хĕне хĕрĕсен, мăнукĕсен, вĕсен ачисен курмалла ан пултăрччĕ тесе кĕлĕ тăвать.

— Вуннăмĕш класа куçсан авăн уйăхĕнче ушкăнĕпех уйра çĕр улми кăларнă çĕрте тăрмашрăмăр. Тухăçа пуçтарса кĕртсен тĕпленсе уроксем итлĕпĕр тенĕччĕ — чӳк уйăхĕнче пирĕн класа хӳтĕлев чикки тунă çĕре явăçтарчĕç. Тăшман Мускава çывхарнă май вăл кунталла та тапăнса килесрен сыхланма хатĕрленмешкĕн «çӳлтенех» хушнă-мĕн, — окоп чавма тӳпе хывнине ку таранччен питех никама та каласа паман ватă çын аса илӳ çăмхине сӳтме пуçларĕ. — Хĕл ир ларнăччĕ, çанталăк сивĕччĕ. Эпир, урана çăпата сырнă, фуфайка тăхăннă ачасем, шкул умне 5 сехет тĕлне пухăнаттăмăр. Вĕрентекенпе пĕрле Сăр юхан шывĕ хĕрринче хамăра уйăрса панă лаптăка чавма 20-е яхăн çухрăм çуран утаттăмăр, каçхине — каялла çав инçĕшех. 8 сехетре ĕçе пуçăнаттăмăр. Арçын ачасем лумсемпе çĕре таккатчĕç, хĕрачасем тăпрана кĕреçепе ывăтса тăратчĕç. Шăтăк тарăнланнăçемĕн тăпрана вĕренпе çыхнă витре-валашкана тултарса кăлараттăмăр. Вĕрентекен эпир танксене хирĕç тăмалли канав чавнине ăнлантарнăччĕ. Ун çинчен никама та шарлама хушман. Хамăра уйăрса панă лаптăкра 3 метра яхăн сарлакăш, 2 метр тарăнăш йĕре алă вĕççĕн алтнине халĕ пуçа илме те çăмăл мар, анчах çав тăпра купиллĕ «сурансем» куç умĕнчех.

Çĕр чавакан çитĕннĕ çынсем валли апат-çимĕç уйăрнине, шкул ачисем вара выçăллах ĕçленине пытармасть Любовь Андреевна. Кăнтăрла чĕре сури тумалăх çăкăр чĕлли чиксе кайнине, ăна ӳт çумĕнче ăшă пултăр тесе фуфайка тӳнтер енчен ятарласа çĕленĕ кĕсьене хунине калать вăл. Чăн-чăн хĕл пуçлансан, 30-40 градус таран сивĕтсен, кăвайт чĕртнине, ун тавра тăрса ăшăннине, вĕри шыв ăша янине манман кĕмĕл çӳçлĕ хĕрарăм.

— Класра 30 ачаччĕ. Пĕри уксахчĕ, ăна ĕçлессинчен хăтарчĕç. Пирĕнпе пĕрле эвакуаципе килнĕ украин икĕ хĕрачи — Наташăпа Валя Хомскаясем — вĕренетчĕç. Вĕсен ашшĕне Инçе Уçланкăна вăрман касакан завода ĕçлеме янăран çемйипе куçса килнĕ. Эпир, Никольски хĕрĕсем, Сиявăра пĕр класри Вера Антонова патĕнче пурăнаттăмăр. Тăлăха юлнăскер пиччĕшне фронта ăсатнăччĕ. Тусăмăрăн çуртне хутса ăшăтмалли пулман. «Пĕччен шăнсах вилетĕп», — макăрнăччĕ хĕр. Таня, Шура, Лиза тата эпĕ общежитирен ун патне пурăнма куçсан атте /çывăх çыннăм Андрей Трофимович бронь пулнăран ун чухне вăрçа кайманччĕ/ вут-шанкăпа тивĕçтерчĕ.

Чӳк, раштав уйăхĕсенче тăршшĕпех ĕçлерĕмĕр. Кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче Сăр хĕрне темиçе кун çеç çӳрерĕмĕр — киле кайма ирĕк пачĕç. Чăн та, тамăкран çăлăннă евĕр хаш! сывласа ятăмăр. Чавма тухсан ларман та вĕт эпир: сивĕре ĕçлемесен шăнса хытатăн. Айккăн-майккăн та пăрăнман — фронтрисене пушшех йывăр килнине ăнланса пĕтĕм вăя хурса тăрăшнă, — çăмăл мар кунсене аслă ăрури хĕрарăм куççульсĕр аса та илеймест. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ

«Шкулта пĕрле вĕреннисем сахаллансах пыратпăр çав. Ялта Анюк тусăм пурăнать-ха. Ун патĕнче эсир те хăнара пулнă. Çав материала тупса вуласчĕ», — ăшă куçлă, çепĕç йăл кулăллă стайлă хĕрарăм уçса кĕчĕ редакци алăкне. Вăр-варлăхне çухатманскер, аллине туя тытманскер, сăн-пичĕпе те çамрăк курăнаканскер 92 çула çитнине ĕненес те килмерĕ.

— Йăхра вăрăм ĕмĕрлисем йышлă. Асаннен икĕ сыпăкри аппăшĕ 95 çул пурăнчĕ. Аттен икĕ сыпăкри аппăшĕ 93 çула кайсан пурнăçран уйрăлчĕ. Аннен тата ытларах пурăн-маллаччĕ те, 80 тултарсан тăрук вилчĕ вăл, — 100 çула çитмешкĕн ĕмĕтленнине пытар-марĕ Çĕрпӳ районĕнчи Тури Шурçырмара çуралсе ӳснĕ Анна Прокопьева.

«Ĕçлеме ĕлкĕрĕн-ха, çывăрасчĕ»

— Вăрçă пуçланнă чухне пирĕн çемьере пилĕк ачаччĕ. Манран асли — Ирина. Чи кĕçĕнни ака уйăхĕнче çуралнă кăначчĕ-ха. 4 класс вĕренме ĕлкĕрнĕччĕ эпĕ ун чухне. Ялта пурте ĕçлеççĕ вĕт. Эпир те юлман. Лаша нумайччĕ колхозра. Вĕсене çитерме çамрăксем çӳретчĕç. Ыттисемпе ку ĕçе эпĕ те хутшăнас терĕм. Атте çакна пĕлчĕ те: «Ах, Анькка, çывăрасчĕ сан. Ĕçлеме ĕлкĕрĕн-ха», — терĕ хĕрхенсе. Итлетĕп-и вара? Автобус ятлă лаша пачĕç мана. Янаварсене сыхласа, выляса çĕр каçаттăмăр. Ир енне киле таврăнаттăмăр. Утсене витене кĕртсе яраттăмăр та çывăрма каяттăмăр. Енчен те лаша кирлĕ мар тăк черетленсе хиртех юлаттăмăр, — ачалăхне куç умне кăларчĕ Анна Федотовна.

Вăрçă тухнă кун та унăн асĕнче ĕмĕрлĕх çырăнса юлнă.

— Ял тавраш ачисем пухăнтăмăр та Красноармейскине уява кайрăмăр. Çуранах утрăмăр. 10 çухрăм майлах пулать пĕр еннелли çул. Камит кăтартаççĕ, морс ĕçтереççĕ кунта. Хĕрлĕ шыв тутлă-çке. Каруççелпе те ярăнтăмăр. Пĕр хушăран ачасем «Три танкиста» юрлама пуçларĕç. Тепĕр енче карталаннă арçынсем ĕлĕкхи чăваш юррине шăрантарчĕç. Тăрук анне чупса пычĕ те хăрушă хыпар пĕлтерчĕ: «Ах, ачасем, киле каяр. Вăрçă тухнă тесе калать».

Эпир, ачасем, вылянă-кулнă май «вăрçă» тенине манса кайнă пуль. Нумаях та вăхăт иртмерĕ — тырă вырма вăхăт çитрĕ. Аттене повестка килсе пачĕç. Ун валли кутамкка хатĕрлеме тытăнтăмăр. Ирхине ăсатрăмăр ăна. Атте тракторист- комбайнерта ĕçлетчĕ те, кăштах укçа пулнă-ши — кашни ачине 5-шер тенкĕ парса хăварчĕ, лайăх пурăнма пиллерĕ. Çапла пуçланчĕ пирĕншĕн вăрçă. Эпĕ — 11-те, аппа 14-раччĕ ун чухне. Кĕçĕнни 2 уйăха çитнĕччĕ.

Атте 1944 çулта аманса таврăнчĕ. Танкист пулнăскер Украина 2-мĕш фронтĕнче çапăçнă. Аттепе анне 58 çул пĕрле пурăнчĕç. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Тус-юлташ шăлавар хакне те тăмасть-им?

Шыв, пăр çинче мĕн тери пысăк инкек сиксе тухма пултарни тавра сăмах пачах хускатман лару-тăрăва куç умне кăларар-и? Çитĕнекен ăрăва хăрушсăрлăха пăхăнмаллине пач вĕрентме пăрахар-и? Мĕн пулать? Шухăшлама та хăрушă. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ вара шăпах çакнашкал йĕркепе пурăнать те. Хăй пĕлнине ывăл-хĕрĕ те чухлать пек туйăнать ăна. Çавăнпах хамăра шыв хĕрринче еплерех тытмалли пирки сăмах пачах пуçармасть. Çитĕнекен ăрăвăн кун пирки ăçтан тавçăрмалла-ха? Никам систермен, каламан япалана епле пĕлмелле? Кунашкал ыйтусем тавра пуç çĕмĕрнĕ хыççăн профилактика витĕмне ĕненменнисен пĕр иккĕленӳ те юлмалла мар ахăртнех.

Чăн та, тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕ ачисемпе хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене хускатма манать. Асăрхануллă пулмаллине шкулта вĕрентекенсем аса илтереççĕ-ха. Ку тĕлĕшпе ГИМС /Раççей МЧСĕн республикăри управленийĕн пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕ/ ĕçченĕсен тимлĕхĕ те курăмлă. Шкул ӳсĕмне çитменнисемпе те, парта хушшине ларнисемпе те куллен тĕл пулаççĕ инспекторсем. Çӳхе пăр çине тухни мĕншĕн хăрушă пулни, шыв хĕррине аслисемсĕр çӳреме юраманни, инкеке лекнĕ çынна епле пулăшмалли тавра пуçараççĕ вĕсем сăмаха.

Инспекторсем пурнăç хаклăхĕ пирки куллен калаçаççĕ пулин те кашни шкула, кашни ача садне çитме май çук вĕсен. Пушшех те, пандемие пула куçа-куçăн мероприятисене ирттерме чарчĕç пĕр хушă. Кирек епле тару-тăрура та профилактика пирки манма юрамасть-çке. Çакна асра тытсах ГИМС инспекторĕсем ачасемпе çыхăнмалли çĕнĕ меслетсем шыранă — видеоуроксем ирттерме пуçланă. Кунашкал мелпе Элĕк, Патăрьел, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Тăвай, Муркаш тата Вăрнар районĕсенчи шкулсемпе çыхăннă та ĕнтĕ. Паян Елчĕк, ыран Йĕпреç тăрăхĕнчи ачасем те «Асăрханăр: çӳхе пăр!» видеоурока хутшăнĕç.

Паллах, ял-салари чылай ывăл-хĕр инспекторсене халиччен курман. Çакăнпа та илĕртеççĕ вĕсем. Пушшех те, аслисем Атăл çине тухаççĕ. Пăр хулăнăшне мĕнле хатĕрпе виçмеллине, еплерех йĕркепе çӳремеллине кăтартса параççĕ видеоçыхăну ку енчисем. Инкеке лекнĕ çынна еплерех пулăшмаллине те вĕрентеççĕ.

Иртнĕ эрнере ГИМС центрĕн пай пуçлăхĕ Сергей Аршиновпа Валерий Галямин инспектор Вăрнар районĕпе çыхăнса йĕркеленĕ хăрушсăрлăх урокне эпир те çитсе куртăмăр. Районти 18 шкулта вĕренекен 1670 ача итленĕ çак кун патшалăх инспекторĕсене. Аслисем мĕн калани пурин мар пулин те, хăшĕ-пĕрин хăлхине кĕни те лайăх. <...>

Татьяна НАУМОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.