Çамрăксен хаçачĕ

28 Нарăс, 2014

“Арăм умĕнче ÿсĕр курăнма юрамасть”

Чăваш Енре ют çĕр-шыв çамрăкĕсем йышлăн вĕренеççĕ. Африкăри патшалăхсенчен килнисен пысăк пайĕ медицина енĕпе аслă пĕлÿ илет. Апла пулин те ытти факультета суйланисем те пур. Унашкаллисенчен пĕри - Конго çĕр-шывĕн тĕп хулинчен Браззавильрен килнĕ Шарль Гокоба.

21 Нарăс, 2014

Украина каччипе мăшăрлансан та... туйра чăваш кĕпи тăхăннă

Чăваш хĕрĕпе Украина каччи пĕрлешни, туйне халăх йăли-йĕркине пăхăнса ирттерни пирки ăнсăртран пĕлтĕм. Пикене Интернетри социаллă сайтсенчен пĕринче шыраса тупса çыру вĕçтертĕм. Вăл нумай кĕттермерĕ: хурав çийĕнчех килчĕ. Ольга Антоненкăпа /хĕр чухнехи хушамачĕ Портнова/ çапла майпа паллашрăмăр.

21 Нарăс, 2014

Çумăр витĕр...

Чăваш патшалăх филармонийĕн «Çавал» фольклорпа эстрада ансамблĕ Сочире пулнă. Вĕсем Олимп паркĕнче иртекен концертсене хутшăннă. Нарăсăн 16-мĕшĕнче артистсем хĕллехи вăйăсем иртекен хулан сцени çине пĕрремĕш хут тухнă. Ансамбль ертÿçипе Лилия Прокопьевăпа çыхăнтăм.

21 Нарăс, 2014

Чăваш апачĕпе кăсăкланаççĕ

РФ регионĕсен экспозицийĕ «Сочи - 2014» йĕркелÿ комитечĕн пуçарăвĕпе пурнăçа кĕнĕ. Ăна пирĕн çĕр-шывра нумай наци çынни пурăннине, тĕрлĕ регион пуянлăхĕпе капăрлăхне кăтартас тĕллевпе йĕркеленĕ. Курав Олимп паркĕнче вырнаçнă. Унта федерацин 8 округĕ хутшăннă. Вăл нарăсăн 7-мĕшĕнче ĕçлеме тытăннă.

21 Нарăс, 2014

Çăварнире пулас мăшăра суйланă

Нарăсăн 23-мĕшĕнче Çăварни пуçланать. Вăл пĕр эрнене тăсăлать. Кашни уявра ирттермелли йăла-йĕрке пур. Çăварни эрнине чăваш халăхĕ епле ирттернĕ-ха? Хальхи ăру унпа çыхăннă йĕркене пăхăнать-и? Çăварни эрнинче пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлани мĕне пĕлтерет-ха тата? Ыйтусен хуравне тупма И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн кафедрин доценчĕ Галина Ильина пулăшрĕ.

- «Çăварни эрнинче чун каниччен савăнмасан-кулмасан малашне хуйхăллă-суйхăллă пурăнăн» тени мĕнпе çыхăннă?

Pages