Çамрăксен хаçачĕ

21 Пуш, 2014

Урокра статьясене тишкереççĕ

«Çамрăксен хаçачĕн» юбилейлĕ номерне пичете хатĕрленĕ май ялти шкула çитсе куртăм - Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси вăтам шкулĕнче чăваш хаçачĕсĕр чăваш чĕлхи урокĕ иртмест.

Малалла вулас...

14 Пуш, 2014

“Тăваннисем пек юратаççĕ”

Пирĕн республикăра ют ачасене хăйсен хÿттине илнĕ çемье сахал мар. Пĕрисем икĕ е ытларах шăпăрлана тăван ачи пек ÿстереççĕ. Хăшĕ-пĕрин ырă ĕç тунă çынсене сивлеме чĕлхи çаврăнать. Вĕсен шухăшĕпе - ачасене укçа-тенкĕшĕн илнĕ имĕш. Анчах Çĕр çинче утакан-чупакан пĕчĕк чуна нухратпа епле виçейĕн?

14 Пуш, 2014

Чир-чĕре пăхмасăр - çитĕнÿ патне

Иртнĕ эрнере Сочире Паралимп вăййисем уçăлчĕç. Çак уява курма «Фишт» стадиона халăх йышлăн пухăннă. Йĕркелÿ комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх - Олимпиадăринчен 3 пин билет ытларах сутăннă.

14 Пуш, 2014

“Хăш чухне апат çиме те вăй юлмасть”

Раççей Президенчĕн сумлă премине пĕлтĕр Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен 3 çамрăк тивĕçнĕ. Пурте вĕсем спортпа туслă. Лауреатсенчен пĕри - инженери факультетĕнче 4-мĕш çул ăс пухакан Дмитрий Козлов. Яш тимĕр вăййине юратать. Кире пуканĕ йăтас енĕпе ăсталăхне туптать.

Pages