Çамрăксен хаçачĕ

18 Ака, 2014

Тав тума ăс çитереймен

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Вăрмар район сучĕ Тăвай районĕнче пурăнакан 19 тата 20 çулсенчи çамрăксен тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Вĕсене ют çын пурлăхне хапсăннăшăн тата сăтăр кÿнĕшĕн айăплаççĕ.

18 Ака, 2014

Культура çуртне çÿремелли сукмак çухалать

Культура çулталăкне халалланă рубрикăна малалла тăсатпăр. Вулаканăмăрсене клубсăр ял шăпипе паллаштарас тĕллевпе хальхинче Муркаш районне çитрĕмĕр. Юнкă ял тăрăхне кĕрекен Кăпасри культура çурчĕн шăпи республикăри вун-вун кунашкал учрежденин кун-çулĕпе пĕрешкел. Ăна 1949 çултах çĕкленĕ.

18 Ака, 2014

“Шкулсене чиркÿсĕр йывăр”

Чăваш Республикинче пурăнакансенчен ытларахăшĕ православи тĕнне пăхăнать. Пĕрисем Турă пуррине ĕненеççĕ, унăн саккунĕсемпе пурăнаççĕ, теприсемшĕн вăл çук, çавăнпах сăтăр тăваççĕ. Вĕсем пачăшкăсене хур кăтартаççĕ, чиркÿсене, хĕрессене пăсаççĕ.

18 Ака, 2014

Çĕр çывăрмасăр тĕрлет

Ăста алăран кирек мĕнле ĕç те хăранине Шăмăршă районĕнчи Васан ял тăрăхĕнче пулсан тепĕр хут ĕнентĕм. Виçĕ ялта пурăнакансен хушшинче ылтăн алăллисем чылаййăн. Ĕçпе канăва шайлаштарса пурăнма пĕлекенскерсем чун киленĕçĕ валли те вăхăт яланах тупаççĕ.

18 Ака, 2014

“Хам тунă йăнăшран ыттисене упрас килет”

«Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар», - тенĕ авалтан. Чăнах та, умра мĕнле çул выртнине кашнинчех вăхăтра ăнланаймăн, тавçăраймăн. «Лаша тăватă ураллă пулсан та такăнать», - çакăн пек каларăш та çÿрет халăхра. Этем çинчен мĕнех калайăн? Тикĕс çулпа пынă чухнех такăнасси кирек камăн та пулать.

Pages