Çамрăксен хаçачĕ

25 Ака, 2014

Хваттер сутса телеканал хута янă

Тĕлĕнмелле тапхăрта пурăнатпăр. Темиçе пин çул каялла пĕлтерĕшлĕ хыпара сарас тесе юлан утçăсен, кăвакарчăнсен вăйĕпе усă курнă, халĕ вара радио е телевизор ямалла çеç. Юлашки çулсенче пĕтĕм тĕнчене эрешмен карти евĕр ярса илнĕ Интернет та çынна хыпарпа туллин тивĕçтерет.

25 Ака, 2014

Эфирта - кăсăклă вун-вун кăларăм

Чăваш наци радиовĕ йĕркеленнĕренпе 5 çул çитрĕ. Радиожурналистсем уйăхсерен 50 передача эфира кăлараççĕ. Çав шутра çамрăксем валли хатĕрленĕ кăларăм та чылай. Вĕсемпе тĕплĕнрех паллашар. Малалла вулас...

25 Ака, 2014

“Тăван чĕлхене ĕмĕрĕпех вĕренмелле”

Массăллă информаци хатĕрĕсем ЧР Мускаври Полномочиллĕ представительстви çумĕнче чăваш курсĕсем уçăлни пирки пĕлтĕр кĕркунне хыпарлама пуçларĕç. Пĕрремĕш заняти 2013 çулхи авăн уйăхĕнче иртнĕ. Унта Чăваш Енре çуралнисем кăна мар, ĕмĕрĕпех Мускавра пурăнакансем те çÿреççĕ иккен.

25 Ака, 2014

Сырлан пулăшнипе

Сырлана /облепиха/ çамрăклăх элексирĕпе танлаштарма пулать. Вăл сурана ирттерме, ÿт чирĕсенчен сипленме пулăшать, организма паха витĕм кÿрет. Унран килте тĕрлĕ маска та хатĕрлеме май пур. Малалла вулас...

25 Ака, 2014

Музыка училищине - амăшне систермесĕр

Шупашкар районĕнче ЧР Пуçлăхĕн стипендине кăçал 23-ĕн тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри - Кÿкеç ял тăрăхĕн культурăпа кану центрĕн режиссер-постановщикĕ Олеся Саксонская. Кунта вăл 2010 çултанпа ĕçлет, «Феерия» вокал студине ертсе пырать. Малалла вулас...

Pages