Çамрăксен хаçачĕ

25 Ака, 2014

Чăн-чăн чăваш çамрăкĕсем Интернетра та чăвашлах калаçаççĕ

Паянхи хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм пушă вăхăта Интернетра ирттерме кăмăллать. Тĕнчене ярса илнĕ серепере чăвашлăхшăн çунакансем пурри, вĕсем социаллă сайтсенче тăван чĕлхепе тĕрлĕ ушкăн йĕркелени савăнтарать. Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн vk.com сайтри кунашкал пабликсене тишкертĕмĕр, вĕсен йĕркелÿçисемпе çыхăнтăмăр.

25 Ака, 2014

Отпускра та килте лараймасть

20-30 çул каялла агроном ялти чи сумлă специалистсенчен пĕри шутланнă. Ял хуçалăхĕнчи чылай ĕçшĕн яваплă вăл: калча тикĕс шăтнăшăн та, тыр-пул тухăçĕшĕн те... Çĕр пиçсе çитнипе çитменнине, акана тухмаллине, мĕн чухлĕ им-çам сапмаллине тата ытти ыйтăва йăлтах унăн уçăмлатмалла.

25 Ака, 2014

Вилĕмсĕр балетсен çĕнĕлĕхĕ

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 1997 çултанпа Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ иртет. Кăçал вăл ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче вун саккăрмĕш хут уçăлчĕ. Малалла вулас...

25 Ака, 2014

Кĕнекесен асамлă тĕнчинче

Чăваш литератури çĕнĕ сăвă-хайлавпа çулсеренех пуянланать. Ку çеç те мар. Вулавăшсен, кĕнеке лавккисен çÿлĕкĕсем çинче кашни çулах çĕнĕ кĕнекесем курăнаççĕ. Вĕсене «пĕçерсе» кăларакансен, тин тухнă кĕнекесене чи нумай шĕкĕлчекенсен хушшинчи республика конкурсĕ йăлана кĕчĕ. Нумаях пулмасть «Литературăллă Чăваш Ен: чи нумай вуланакан кĕнеке - 2012» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Малалла вулас...

25 Ака, 2014

Айăпран кăмака хыçне пытанса хăтăлаймăн...

Пурнăç урапи пĕр самантлăха та кусма чарăнмасть. Иртнĕ вăхăт ырăпа палăрса юлать-и е инкек-синкекпе-и, япăхпа-и - малаллах талпăнать вăл. Кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Унран ниепле те иртеймĕн. Çапла, нумай чухне мĕн шухăшлани пурнăçланаймасть. Паянтан пуçласа хаçатра решетке хыçĕнче пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕ, йăнăшĕсем, пысăк преступленийĕсемпе киревсĕр хăтланăвĕсем... çинчен каласа парăпăр. Сăмахăмăр йăлтах Куславккара вырнаçнă хĕрарăмсен юсанмалли пиллĕкмĕш колонийĕ çинчен пырĕ. Малалла вулас...

Pages