Çамрăксен хаçачĕ

6 Çĕртме, 2014

Йĕрке çирĕп пулсан та...

Шкултан вĕренсе тухакансен хĕрÿ тапхăр пуçланнă. Географипе тата вырăс литературипе ППЭ çу уйăхĕн 26-мĕшĕнчех иртнĕ. Пĕрремĕшне çĕр-шыври 21218 çамрăк тытнă, çак йышран 8,2 проценчĕ 80-100 балл пухнă. 57-ĕшĕ чи пысăк балл илнĕ. Вырăс литературипе пĕлÿ шайне 36127-ĕн тĕрĕсленĕ. Вĕсен 6 проценчĕ пысăк балл пухнă, 203-шĕ 100 балл илнĕ. Пирĕн республикăра географи предмечĕпе - 185-ĕн, литературăпа 249-ăн ППЭ тытнă.

 

6 Çĕртме, 2014

“Масар çинче эрех ĕçмелле мар”

Çимĕк эрни пырать. Халĕ чăваш халăх йăли вырăс православи чиркĕвĕ тытса пыраканнипе арпашăннă. Çавăнпах масар-çăва çине кам хăçан каять, вилнисене асăнас йĕрке те пĕрешкел мар. Чăваш Республикинче пурăнакансен пысăк пайĕ православи тĕнне пăхăнса пурăнать, çавăнпа аслă праçник умĕн Шупашкар-Чăваш Ен епархийĕн тĕн вĕрентĕвĕпе катехизаци пайĕн ертÿçипе Димитрий Нестеренко иерейпа телефонпа çыхăнтăм. Çĕмĕрлери Сароври Серафим çветтуй /преподобный Серафим Саровский/ чиркĕвĕн пачăшки, пилĕк ача ашшĕ пирĕн ыйтусене хуравлама килĕшрĕ.

 

3 Çĕртме, 2014

Мĕн пур искусствăран пĕлтерĕшли - кино

Ака уйăхĕнче чăваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕ чăмăртанчĕ. Хальхи вăхăтра чăваш кино ăстисен умĕнче мĕнле çивĕч ыйтусем тăраççĕ? Мĕн савăнтарать, пăшăрхантарать вĕсене?

Pages