Çамрăксен хаçачĕ

18 Утă, 2014

“Ырă туни ырăпа таврăннине чăвашсем ĕнентерчĕç”

Шел те, этемлĕх хальлĕхе чун пуянлăхне виçмелли тараса шухăшласа кăларайман. Телее, чун туприне хаклама урăх майсем пур. Вĕсенчен пĕри - тăван халăх пуласлăхĕшĕн тăвакан ĕçсем. «Чуна уçса калаçар» тĕпелне хăйне евĕр çынна чĕнме кăмăл çуралчĕ.

18 Утă, 2014

“Ыран мĕн пулассине турă кăна пĕлет...”

Чăваш Енре чиркÿ тĕрмесемпе тачă çыхăнса ĕçлеме тытăннăранпа çурла уйăхĕнче 25 çул çитет. Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи управленийĕн юсанмалли учрежденийĕсенче хальхи вăхăтра 9 чиркÿ, 1 часавай, кĕлĕ тумалли 2 пÿлĕм ĕçлеççĕ. Вĕсене Чăваш Митрополийĕн тĕрмери уйрăмĕсем пăхса тăраççĕ.

11 Утă, 2014

“Манра чăваш юнĕ чупнăшăн савăнатăп”

Мускаври М.А.Литовчин ячĕллĕ телекуравпа радио хыпарлавăн гуманитари институтĕнче вĕренекен Анастасия Масляева çитес çул диплом ĕçне хÿтĕлемеллине шута илсе темăсем шырама пуçланă. Тÿрех палăртнă: "Ăна чăваш халăхĕпе çыхăнтарăп". Çавна май вĕреннĕ вăхăтрах çĕрлесерен ĕçлесе ÿкерÿ ушкăнне Чăваш Ене илсе килмелĕх укçа тунă.

11 Утă, 2014

Вĕсемшĕн тус тăванран та çывăх

Украинăри лару-тăру пирки массăллă информаци хатĕрĕсем кунĕн-çĕрĕн пĕлтереççĕ. Унти ĕç-пуç пĕтĕм Раççей халăхĕшĕн чун ыратăвĕ пулса тăчĕ. Чăваш Енре пурăнакансем те кÿршĕллĕ патшалăхран килекен хыпарсене хурланса йышăнаççĕ, инкеке лекнисене пулăшма тăрăшаççĕ.

11 Утă, 2014

Кама ытларах кăмăллаççĕ/

Раççей шайĕнчи юрă-кĕвĕ телеканалĕсем тахçантанпах кунашкал проектсем йĕркелеççĕ. Анчах Чăваш Енре ун пекки пулманччĕ. Данила Ленский шоумен тата юрăç çине тăнипе, Алина Выйгетова ăна пулăшнипе кăçал ЮТВ телеканал чăваш эстрада «çăлтăрĕсене» чыслама ятарлă преми йышăнчĕ.

Pages