Çамрăксен хаçачĕ

8 Çурла, 2014

“Командир пулма ĕмĕтленмен салтак - япăх салтак”

Мĕн пытармалли: аслă пĕлÿ паракан учрежденирен вĕренсе тухакансенчен чылайăшĕ яла кайма васкамасть. Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Валентина Максимова пĕлтернĕ тăрăх - 35 çула çитмен вĕрентекен районĕпе те 12-ĕн кăна. Вĕсенчен иккĕшĕ çеç 30 çул тултарман.

8 Çурла, 2014

Пĕр мероприятирен те юлмаççĕ

Республикăри кашни районтах çамрăксен канашĕ пур. Етĕрне районĕнче ăна администрацин социаллă пурнăç пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Екатерина Ефимова ертсе пырать. Шупашкарта çуралса ÿснĕскер 2006 çулта Çĕнĕ Шупашкарти хушма биотехнологи колледжне пĕтернĕ. Унтан коопераци институчĕн дипломне илнĕ.

1 Çурла, 2014

“Тухтăр пулатăп, урăх никам та мар”

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Сергей Тобоев ача чухне ваккат, астроном пулма ĕмĕтленнĕ, анчах пурăна киле тухтăр ĕçне суйланă. Мĕншĕн? Юлташĕсем тĕп хулари 31-мĕш вăтам шкулăн медицина класне кайсан Сергей та юлман. 10-мĕш класра вĕренме пуçласан вара хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă: «Врач пулатăп, урăх никам та мар».

Pages