Çамрăксен хаçачĕ

26 Раштав, 2014

“Çамрăксен хаçачĕн” хулăн тĕркине тепĕр хут уçса пăхар...

«Вăхăта хăваласа тытаймăн», - теççĕ халăхра. Питĕ тĕрĕс каларăш. Тĕлĕнмелле хăвăрт шăвать вăхăт: кунпа çĕр, эрнепе эрне, уйăхпа уйăх ылмашăнсах çулталăк иртет. Акă 2014 çул вĕçне çитсе тăтăмăр. Тепĕр 5 кунран Раççейри Литература çулталăкне кĕрĕпĕр. Унччен вара иртсе пыракан çула пĕтĕмлетмелле, кăçал мĕн пулнине тепĕр хут аса илмелле. 2014 çул... Пăшăрханмалли те, хĕпĕртемелли те сахал мар пулчĕ республика, çĕршыв, тĕнче шайĕнче. Раççей анлăланчĕ! Крымпа Севастополь мăнаçлă Раççей Федерацийĕпе пĕрлешрĕç. Патшалăх лаптăкĕ пысăкланчĕ кăна мар, халăх йышĕ те ÿсрĕ.

19 Раштав, 2014

«Çамрăксен хаçачĕ » 51 (6040) №. 19.12.2014

1-мĕш класра вĕренекен 58 çамрăк ППЭ умĕнхи сочинение çырайман. 3 стр.

41-ри арçын хĕрарăма хĕнесе вĕлернĕ те тăпра айне алтса чикнĕ. 5 стр.

Клавдия Павловна вăрçăри упăшкинчен килнĕ кашни виçĕ сăмахшăн савăннă. 6 стр.

19 Раштав, 2014

“Хаçат вуламасан тĕлĕк те курăнмасть”

"Хыпар" Издательство çурчĕн кунĕсене районсенче ирттересси йăлана кĕчĕ. Чăваш хаçачĕсене кун çути кăтартакансем тин çеç Муркаш салинче пулчĕç, халăхпа курнăçса куллен тухса тăракан кăларăмсем çинчен тепĕр хутчен аса илтерчĕç.

19 Раштав, 2014

Çынна савăнтарни ахаль пурăнманнине кăтартать

Çĕр çинче темĕнле çын та пур. Пĕрисем сывă пулсан та тĕнчене юрăхлă ĕç тăваймаççĕ, эрех ĕçсе çапкаланса çÿреççĕ. Теприсем вара сусăр пулин те пысăк ĕç тăваççĕ.

19 Раштав, 2014

Чашăк-тирĕк шакăртатниех уйрăлмалли сăлтав-и?

Уйрăлакан мăшăрсем пирки сиввĕн калаçнă вăхăт хыçа юлнă ĕнтĕ. Ĕлĕк упăшкипе арăмĕ çын сăмахĕнчен шикленнĕ, темĕнле йывăр пулсан та ĕмĕре пĕрле ирттернĕ. Халĕ, статистика пĕлтернĕ тăрăх, ЗАГС кăтартăвĕсем лăплантармаççĕ. Пĕлтĕр 1225501 çемье пуçне 667971 уйрăлу пулнă. Чылай хĕрпе каччă туй кунне ĕмĕрлĕхе астуса юлать. Ку пулăм мăшăра нумай савăнăç кÿрет. Анчах, шел те, çемьесенчен чылайăшĕ çирĕп мар, çавăнпах вĕсем арканаççĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Пĕрремĕш вырăнта - алкоголизмпа наркомани. 26 проценчĕ пурăнмалли вырăн çукран уйрăлать.

Pages