Çамрăксен хаçачĕ

26 Раштав, 2014

«Çамрăксен хаçачĕ » 52 (6041) №. 26.12.2014

Юр пике Италире канĕ.

Чикансем Çĕнĕ çула епле кĕтсе илеççĕ?

Йĕпреç пики "Поле чудес" телекăларăмра хваттерлĕ пулнă.

"Çамрăксен хаçачĕн" Çĕнĕ çул умĕнхи пĕтĕмлетĕвĕсем.

Качака çулĕн гороскопĕ.

26 Раштав, 2014

Юр Пике Италире канĕ

Декабрĕн 21-мĕшĕнче "Юр Пике - 2014" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Кăçал унта 56 чиперкке хутшăннă. Тĕрлĕ тапхăра парăнтарса финала 16-ăн тухнă. Конкурсçăсене çăмăл килмен. Вĕсене пултарулăхне кăтартнисĕр пуçне жюри членĕсене хăйне евĕр тумсемпе те тĕлĕнтермелле пулнă.

26 Раштав, 2014

“Тапăрти ватăсене чи малтан саламлатпăр”

Пĕчĕк чухне анне ялан: «Чикансем илсе каяççĕ, çухалса ан çÿрĕр», - тесе хăрататчĕ. Çав çултанпах çак халăх çыннисенчен шикленеттĕм. Хулара тĕл пулсан та вĕсенчен пăрăнма тăрăшаттăм. Нумаях пулмасть чикансем патĕнче хăнара пултăм.

26 Раштав, 2014

Асамлăх... кĕтмен çĕртен

Асамлăха ĕненни кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ: ачасемшĕн те, аслисемшĕн те. Ку йывăрлăхсене парăнтарма, пурнăçа юратма вĕрентет. Уйрăмах Çĕнĕ çул умĕн пурте асамлăх алăкран шаккасса кĕтеççĕ. "Ĕненмелле çеç, вăл пурнăçланасса шанмалла", - тенине илтме пулать халăхра.

26 Раштав, 2014

“Кăмăл” - Чăваш Енĕн илемлĕ чечекĕ

Кĕçех Культура çулталăкĕ хăй алăкне хупĕ те Литература çулне алă парăпăр. Культура çулталăкĕ.... Хăшĕ-пĕри троллейбуссемпе автобуссенче, лавккасенче кун каçа çынсен кăмăлне пĕрре мар хуçнă вăхăтра «Кăмăл» çемье ушкăнĕ хулапа ял, çемье уявĕсенче, клубсенче халăх кăмăлне юрласа та ташласа çĕклерĕ.

Pages