Çамрăксен хаçачĕ

29 Кăрлач, 2015

“Çамрăксен хаçачĕн” пики

<<<Ольга Дикина. 23 çулта. Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕскер Шупашкарти коопераци институтĕнче 5-мĕш курсра вĕренет.

Диана Филимонова, 16 çулта. Елчĕк районĕнчи Патреккел пики Елчĕк вăтам шкулĕнче ăс пухать.>>>

Конкурса хутшăнма кăмăл пур-и? Сăнÿкерчĕкĕрсене molgazeta@rambler.ru электрон почтăна ярса пама пултаратăр. Çырура ят-шыва, ÿсĕме, ăçта пурăннине-вĕреннине палăртма ан манăр.

22 Кăрлач, 2015

Суранĕ ыратнине чăтса тĕттĕмлениччен выртнă

- Вăрçă чарăннă кун совет çыннисем кăна мар, Канашра ĕçлесе пурăннă тыткăнри фашист салтакĕсем те сиксе савăнчĕç, ташша ячĕç, - 70 çул каяллахине куç умне кăларчĕ Вăрмар районĕнчи Чăрăшçырма ялĕнче пурăнакан Геннадий Анисимов.

22 Кăрлач, 2015

Хваттер вăрри нумайланнă

Йăлана кĕнĕ пекех, ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов кăçал та ведомствăн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансене пухрĕ. Январĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ пресс-конференцире Сергей Евстафьевич пĕлтĕр Чăваш Енре 13782 преступлени пулнине палăртрĕ. Унчченхи çулпа танлаштарсан, кăтарту 2,6% чухлĕ лайăхланнă. Çапах ку лăпланса лармалли сăлтав мар-мĕн. Хăш-пĕр енпе статистика савăнтармасть.

Ют тăрăхран килнĕ преступниксем

22 Кăрлач, 2015

Ĕçчен çынна ĕç хăй шырать

Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнчи библиотекăра макарон изделийĕсенчен ăсталанă кÿлепесен куравĕ куç тĕлне пулсан хуçипе паллашмасăр чăтаймарăм. 59 çулти Галина Смирнова пушă вăхăтра алă усса лармасть. Мăшăрĕпе Михаил Самуиловичпа выльăх-чĕрлĕх те нумай усраççĕ вĕсем. Çапах чун киленĕçĕпе аппаланма май тупать кил ăшшине упраканскер.

22 Кăрлач, 2015

Интернет чăвашсене пĕр чăмăра пухма пулăшать

Хăть те ăçта кайсан та тăван тăрăх, тăван кил, тăван халăх аса килет. Ют çĕрте чăваша курсан чун мĕнлерех хĕпĕртет! Вăл ун чухне тăванран та çывăхрах пек туйăнать. «Чăвашсем таçта та пур», - тенине илтме тÿр килет. Чăнах та, халăхăмăр тĕнчипех саланнă, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ вĕсем.

Pages