Çамрăксен хаçачĕ

5 Нарăс, 2015

“Çамрăксен хаçачĕн” пики

Анна Степанова, 17 çулта. Çĕрпÿ вăтам шкулĕнче вĕренет.

Наталия Михайлова, 16 çулта. Çĕмĕрле хулинче пурăнать, вăтам шкулта ăс пухать.

Людмила Александрова, 20 çулта. Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхаль пики Раççей Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕнче 3-мĕш курсра вĕренет.

Татьяна Ястребова, 14 çулта. Етĕрне районĕнчи Тури Ачак вăтам шкулĕнче пĕлÿ илет.

Вулаканăмăрсем, хăвăра килĕшнĕ хĕршĕн "Контактра" социаллă сетьри "Çамрăксен хаçачĕн" ушкăнĕнче "лайк" лартса сасăлама пултаратăр. Январь уйăхĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Çĕрпÿел хĕрĕ Людмила Петрова мала тухнă - уншăн 32 çын сасăланă.

Конкурса хутшăнма кăмăл тунă хĕрсенчен сăнÿкерчĕксене molgazeta@rambler.ru адреспа йышăнатпăр. Çырура ят-шыва, ÿсĕме, ăçта пурăннине, ĕçленине-вĕреннине палăртма ан манăр.

5 Нарăс, 2015

Палламан çын мăшкăлне тÿсрĕм

Эпĕ мĕн туса хунине пĕлсен анне мана çапса пăрахĕ, атте иксĕмĕре те килтен кăларса ярĕ. Эх, тĕрĕсех каланă çав: «Чавса çывăх та çыртма çук»... Май пулсан шăматкуна каялла тавăрăттăм, çывăх тусăм сăмахне итлемĕттĕм. Ăссăрла хăтлантăм, атте-анне сăмахĕнчен иртрĕм.

5 Нарăс, 2015

Унăн аллинче упасем, акăшсем, чарлансем “чĕрĕлеççĕ”

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра йывăçран касса кăларакан ăстасем пурри пирки унчченех илтнĕччĕ. Çак ялта пулма тÿр килсен йывăç касăкĕ ăста аллинче кÿлепене çаврăннине хамăн куçпа курса ĕнентĕм. 25 çулти Юрий Федоров çав кун шăпах аслашшĕпе асламăшĕн çуртĕнче ĕçлетчĕ. Унта вĕсем ятарласа мастерской тунă.

29 Кăрлач, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 3 (6044) №. 29.01.2015

Чăваш ачисен робочĕсем баскетболла та выляççĕ Мĕн кĕтет пире, сăмахран, тепĕр 20-30 çултан?

Хĕвелтен илнĕ хăватпа ырă кĕнекесем çырасчĕ. Наци библиотекинче Валери Туркайăн «Çиччĕрен - çиччĕ» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ.

Кулăшçăсем кашни сăмахшăн яваплă. Январĕн 27-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти КВН командисен хастарĕсемпе тĕл пулчĕ.

Паллă Татьянăсем аса илеççĕ... Татьяна СЕМЕНОВА, биатлон енĕпе Раççей спорт мастерĕ; Татьяна АРХИПОВА, çăмăл атлет, 2012 çулхи Олимп вăййисен бронза призерĕ; Татьяна СИЛОДОРОВА, джаз юрăçи.

“Аттене - ĕçрен, пире хваттертен кăларса ячĕç”. Çыравçă ялĕнче хăнара Çак рубрикăна икĕ çул каяллах пуçарнăччĕ.

“Юрăç пулса хырăмна тăрантараймăн”, - тенине пăхмасăрах... Илĕртÿллĕ чиперкке ДИАНА чăваш эстрадине "Вĕçсе кай" юрăпа çавра çил пекех вирхĕнсе кĕчĕ.

Мăшăрсене уйăрать инçе çул. Кивĕ Вăрмар - районта пысăк ялсенчен пĕри, вăл хăй пĕр ял тăрăхĕ. 608 килте 1625 çын пурăнать.

“Ваньăпа Егор - хамăрăн ачасемех”. Пÿрт ачасен хаваслă сассипе янăранинчен ырри мĕн пултăр?

Чиркÿ сукмакне такăрлатаççĕ виçĕ ывăлĕпе пĕрле. Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче 5-мĕш курсра ăс пухакан Фотиния Хамзина мĕн пĕчĕкренех Турра ĕненсе тÿрĕ çулпа утма, çынна ырă тума хăнăхнă.

“Çамрăксен хаçачĕн” пики конкурс

29 Кăрлач, 2015

Чăваш ачисен робочĕсем баскетболла та выляççĕ

Мĕн кĕтет пире, сăмахран, тепĕр 20-30 çултан? Тĕрĕс хурав никам та калаймасть. Нанотехнологисем чылайранпа аталанаççĕ. Пирĕн пурнăçа вĕсем тахçанах кĕчĕç ĕнтĕ. Сăмахран, кашни килте тенĕ пекех компьютер пур халĕ. Нумай информаци йышăнакан диск флешкăпа ылмашăнчĕ.

Pages