Çамрăксен хаçачĕ

19 Нарăс, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 6 (6047) № 19.02.2015

Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ Павел Корчагин режиссер АПШри кинофестивальте çĕнтернĕ. 3 стр.

Пĕлĕшне тискеррĕн вĕлернĕшĕн 30-ти арçынна колоние 14 çуллăха ăсатнă. 4 стр.

Хумма Çеменĕ тăван ялтан Шупашкара çурт куçарса килнĕ. Вăл халĕ те пур. 5 стр.

Владимир Михайлов сулахай урине çĕкленĕ... унта шăлаварĕ çеç çапкаланнă. 9 стр

19 Нарăс, 2015

Дмитрий Медведев: “Кризиспа кĕрешес ĕçе малалла тăсăпăр”

Февралĕн 17-мĕшĕнче пирĕн республикăра Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев пулчĕ. Дмитрий Анатольевич Чăваш Ене виçĕ çул каялла, 2012 çулта, Президент тивĕçĕсене пурнăçланă чухне килнĕччĕ.

19 Нарăс, 2015

Енчĕке çÿхетет... чир-чĕр

Республикăра грипп тата ОРВИ анлă сарăлнă. Шупашкарти шкулсем карантина хупăнчĕç. Хамăр, ачасем чирлесен тÿрех аптекăна чупатпăр. Кÿкеçри аптекăсенче те кăнтăр кунĕнчех черет, пурте эмел туянаççĕ. Аптруши, чир-чĕр çаклансан енчĕк самаях çÿхелет.

19 Нарăс, 2015

Университетра вĕренет... вунпĕрмĕш çул

Шупашкарта пурăнакан Анна Головина аслă шкулта вунпĕрмĕш çул вĕренет. Çук, кашни курсра икшер çул ларман вăл... 5 çул вĕреннĕ хыççăн университетпа сывпуллашма васкаман: малтан - магистратурăна, унтан аспирантурăна çул тытнă. Нумаях пулмасть вăл республика шайĕнче иртнĕ «Çулталăк аспиранчĕ» конкурсра çĕнтернĕ.

19 Нарăс, 2015

Хуммана тытса та хĕненĕ, юпа çумне те çыхса хунă

«Çÿллĕ те илемлĕ, кăтра çÿçлĕ çынччĕ Çемен пичче. Тумланасса та питĕ ятуллă тумланатчĕ. Пушмакĕ ялан çап-çутăччĕ. Хăй ăслăччĕ. Питĕ тăнлă пулнăран шкулта та ăна пĕр класс аслăраххисемпе йышăннă», - пиччĕшне аса илсе çырнă Хумма Çеменĕн йăмăкĕ Полина Фомина пурăннă чухне.

Pages