Иван Моторина премьер-министр пулма сĕннĕ

22 Авăн, 2015

Сентябрĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Иван Моторинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Регион ертÿçи Иван Моторина Чăваш Ен Правительствине ертсе пыма сĕннĕ: «Эпир сирĕнпе пĕр-пĕрне шанса ĕçлерĕмĕр. Сирĕн кандидатурăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должноçне йышăнмашкăн Чăваш Енĕн Патшалăх Канашне сĕнме палăртатăп. Сире, эпир ĕçлеме пултаракан Министрсен Кабинетне йĕркелессе шанатăп».

Михаил Игнатьев суй­лав­çăсем çĕкленĕ мĕнпур ыйтăва татса памаллине, çак тĕллевпе патшалăх программине тивĕçлĕ тÿрлетÿсем кĕртмеллине палăртнă. «Пирĕн экономикăна çĕклес, Чăваш Ен çыннисен пурнăç пахалăхне лайăхлатас енĕпе тата та çине тăрарах ĕçлемелле», - пĕтĕмлетнĕ вăл.

Иван Моторин республика ертÿçине хăйне шаннăшăн тав тунă. «Ĕçтешĕмсемпе пĕрле пĕр командăра тăрăшса эсир палăртнă тĕллевсене пурнăçласса шанатăп. Суйлав умĕнхи кампани вăхăтĕнче панă наказсене тивĕçтермелли мерăсене йышăнăпăр, ĕçри тыла шанчăклăн хÿтĕлĕпĕр», - тенĕ вăл.

Республика Пуçлăхĕ халĕ Чăваш Республикин аталану стратегине йĕркелеме пуçлассине, ку енĕпе тĕллевсене палăртнă. «Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрле пирĕн 250 млрд тенкĕрен кая мар инвестици хывассине тивĕçтермелле, 20 пинрен кая мар çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелемелле. Ку финанс кризисĕн условийĕсенче çăмăл мар пулин те - пурнăçлама май пур ĕç. Пирĕн пысăк тĕллевсем палăртмалла, çакă ĕç укçин шайне ÿстерме, пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕ валли лайăх лару-тăру йĕркелеме кирлĕ», - тенĕ Михаил Васильевич.

К.ПЕТРОВ

Рубрика: