Историе кĕрсе юлмалли килĕшÿ

14 Утă, 2015

"Историе кĕрсе юлмалли пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм", - тесе хакларĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Васильевич Игнатьев тăватă енлĕ килĕшĕве Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ ячĕпе июлĕн 13-мĕшĕнче алă пуснă май. Сулмаклă ку килĕшÿ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ "Вырăс Православи Чиркĕвĕн /Мускав Патриархачĕ/ Шупашкар тата Чăваш Епархийĕ", "Вырăс Православи Чиркĕвĕн /Мускав Патриархачĕ/ Канаш Епархийĕ" тата "Вырăс Православи Чиркĕвĕн /Мускав Патриархачĕ/ Улатăр Епархийĕ" тĕн организацийĕсемпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен. Тăватă енлĕ килĕшĕве Чăваш енри тĕн пĕрлĕхĕсен ячĕпе Шупашкар тата Чăваш Епархийĕн Митрополичĕ Варнава /Владимир Викторович Кедров/, Канаш Епархийĕн управляющийĕ Стефан /Сергей Иванович Гордеев/ епископ, Улатăр Епархийĕн управляющийĕ Феодор /Александр Михайлович Белков/ епископ алă пусса çирĕплетрĕç.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе тĕн организацийĕсем хушшинчи килĕшĕве алă пусни тăнăç та ырă малашлăха тÿрремĕн çул хывни пирки Михаил Игнатьев пурнăçри тĕслĕхсемпе те çирĕплетрĕ: "Эпир, влаç органĕсем, Республикăри пур конфесси çыннисем те хăйсене хăтлă туйччăр тесе тăрăшатпăр. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ырă сунса пурăннине нимĕн те çитмест. Чăваш Ен çыннисенчен 95 проценчĕ Православи тĕнне тытса пырать. Эпĕ Турра ĕненекен çын, килйыш та манпа пĕр шухăшлă, Православи уявĕсенче эпир пурте пĕрле чиркĕве çÿретпĕр. Ĕненÿпе шанчăклăх, юрату ырăрах пулма, лайăх шухăш-кăмăла аталантарма пулăшать, усаллăхран тасалма май парать. Юлашки çулсенче Чăваш Енре 40 яхăн чиркÿпе часовня лартрăмăр, 30 яхăн юсаса çĕнетрĕмĕр. Кăçал ак çĕнĕ пысăк храм çĕклеме пуçларăмăр."

Преподобнăй Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта Пысăк Собор лартас тĕлĕшпе малтанхи сулмаклă утăмсене тунă та ĕнтĕ. Чăваш Енри культурăпа социаллă программăсене тĕрев паракан фонд 120 пин тенкĕ укçа уйăрнă, чиркĕве лартас тĕлĕшпе пулăшакансем валли асра юлмалли ятран паракан сертификатсем те хатĕрленĕ.

Шупашкар тата Чăваш Епархийĕн Митрополичĕ Варнава Михаил Игнатьева килĕшĕве алă пуснăшăн чĕререн тав тунине пĕлтерчĕ. Ĕненекенсен те, ĕненменнисен те пĕрле килĕштерсе пурăнмалли пирки каларĕ. Чăнах та, пурте пĕр пулса йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшса пырсан кăна патшалăх вăйĕ нихăçан та иксĕлмĕ. Йĕри-таврари лару-тăрупа килĕшменнине тÿрех халăх умне кăлармалла маррине те аса илтерчĕ Чăваш Митрополичĕ. Кăмăлсăрланăва çын çине куçариччен шалти вĕчĕрхенĕве чи малтан хăвăн тĕрĕс ăнланса илсе ăшрах пусарма тăрăшмалла... Çавăн пек пулсан тин чăн-чăн килĕшÿ патне çитсе тухма, чиркÿ чечекленнине кĕтсе илме май пур.

Римма ПРОКОПЬЕВА.

Олег МАЛЬЦЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Новости по теме